bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 8
Hebrews 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
1
Халӗ калакан сӑмахра чӑн хакли ҫакӑ: пирӗн Аслӑ Священникӑмӑр Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ;
2
Вӑл этем туман, Ҫӳлхуҫа пултарнӑ таса вырӑнта, чӑн кӗлӗ чатӑрӗнче, кӗлтуса тӑрать.
3
Кирек хӑш аслӑ священника та ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме лартаҫҫӗ; ҫавӑнпа Унӑн аллинче те парнене кӳмелли пулмалла пулнӑ.
4
Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ;
5
вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.
6
Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах.
7
Малтанхи халалӑн ҫитменлӗх пулман пулсассӑн, унӑн вырӑнне урӑххи кирлӗ марччӗ.
8
Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа;
9
ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
10
Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
11
Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ,
12
мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
13
«Ҫӗнӗ» тесе ӗнтӗ малтанхи кивелнине пӗлтернӗ; кивелсе, ватӑлса ҫитекеннийӗн пӗтесси ҫывӑх.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13