bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 11
Hebrews 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
1
Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни.
2
Шӑпах ӗнтӗ ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн аттемӗрсене ырланӑ.
3
Тӗнче Турӑ сӑмахӗпе пулнине, мӗн курӑнаканни пурте курӑнманнинчен пулнине эпир ӗненнине пула пӗлетпӗр.
4
Ӗненнипе Авель Турра Каинӑннинчен юрӑхлӑрах парне кӳнӗ; ҫавӑн пек ӗненнипе Турӑ унӑн парнине кӑмӑлланӑ, ҫапла Авель тӳрӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе панӑ; Авель хӑй вилнӗ пулсассӑн та, вӑл ҫапла ӗненнине пула халӗ те калаҫать.
5
Ӗненнӗшӗн Турӑ Еноха виличченех тӳпене куҫарнӑ; ӑна вара никам та курман, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ; хӑй Турра юранине ӑна хӑйне куҫаричченех пӗлтернӗ.
6
Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла.
7
Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ; хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ, хӑй вара ӗненнине кура тӳрре тухнӑ ҫын пулса тӑнӑ.
8
Хӑйне пулас ҫӗре кайма хушнине Авраам ӗненнипе итленӗ, вара хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех тухса кайнӑ.
9
Ӗненнипех вӑл, ют ҫӗртен пырса, хӑйне пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ, унта Исаакпа тата Иаковпа — пама асӑннине илесскерсемпе — чатӑрта пурӑннӑ.
10
Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ.
11
Ача ҫуратман Сарра та, ӗненнине пула, йывӑр ҫын пулма пултарнӑ, ватӑлса ҫитнӗскер, ача ҫуратнӑ — вӑл ӗнтӗ Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ пулнине пӗлсе тӑнӑ.
12
Ҫапла ӗнтӗ пӗр ҫынтанах, ватӑлса ҫитнӗскертенех, тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ этем ҫуралнӑ.
13
Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ.
14
Ҫапла калакансем хӑйсем чӑн тӑван ҫӗршывне шыранине пӗлтереҫҫӗ.
15
Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ;
16
анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
17
Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ:
18
вӑл пӗртен-пӗр ывӑлне — хӑйне ун пирки: «санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ» тенӗ пулин те — парнене кӳнӗ.
19
Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ, ҫавӑнпа ӑна малашнехине пӗлтерсе ывӑлне каялла панӑ.
20
Исаак та ӗненнӗ, Иаковпа Исава пилленӗ чухне вӑл вӗсен пуласлӑхне шанса пилленӗ.
21
Иаков та ӗненнӗ, хӑй вилес умӗн Иосифӑн ывӑлӗсене пилленӗ чухне вӑл, хӑйӗн туйи ҫине таянса, Турӑ умӗнче тайӑлса илнӗ.
22
Ӗненнине пулах Иосиф хӑй вилнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Египетран тухасси ҫинчен астутарнӑ, хӑйӗн шӑмми-шакки пирки те каласа хӑварнӑ.
23
Моисей ҫуралсассӑн, ӗненнипе ашшӗ-амӑшӗ ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; ачи питӗ илемлине курса, вӗсем патша хушӑвӗнчен те хӑраман.
24
Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ;
25
ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ;
26
Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
27
Ӗненнипе вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑр Египетран пӑрахса кайнӑ: Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ.
28
Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ.
29
Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ; Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ.
30
Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ.
31
Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен.
32
Тата мӗн калам? Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук.
33
Ӗненнипе вӗсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳррипе сут туса пурӑннӑ, Турӑ пама пулнисене илнӗ, арӑслансен ҫӑварне хуптарнӑ,
34
хӑватлӑ вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, ҫивӗч хӗҫрен хӑтӑлнӑ; халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ, вӑрҫӑра ҫирӗп пулнӑ, ют халӑх ҫарӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.
35
Ӗненнипе хӑш-пӗр арӑмсенӗн вилнӗ ывӑлӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ; хӑшӗсене вара асаплантарса вӗлернӗ — ырӑ пурӑнӑҫа кӗме чӗрӗлсе тӑрасшӑн, вӗсем хӑйсене асапсенчен хӑтарма та ыйтман;
36
хӑшӗсене мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрланӑ, тӗрмене хупнӑ,
37
хӑшӗсене тата чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчӑкӑпа касса татнӑ, тискерле асаплантарнӑ, хӗҫпе касса вӗлернӗ. Тем тӗрлӗ йывӑрлӑха, хӗн-хура, хӗсӗрленине тӳснӗ, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те пулман, ҫири тумӗ те сурӑх тирӗпе качака тирӗ ҫеҫ пулнӑ;
38
пӗтӗм тӗнче хӑйсен тӗшне тӑман ҫынсем пушхирсенче, тусем ҫинче, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑннӑ.
39
Ҫавсем, ӗненсе чапа тухнӑскерсем, Турӑ пама пулнине пӗри те илмен-ха,
40
мӗншӗн тесессӗн Турӑ пирӗн валли лайӑхран лайӑх шутласа хунӑ: илес ырӑлӑх патне вӗсен пирӗнпе пӗрле ҫитмелле.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13