bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 3
Hebrews 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
1
Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр:
2
Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.
3
Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ:
4
кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ.
5
Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ;
6
Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр.
7
Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.
10
Ҫавӑнпа ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: «вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ» терӗм;
11
ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» терӗм» тет.
12
Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр.
13
«Паян» теме май пур чухне куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр.
14
Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла.
15
Ҫырура: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр» тенӗ.
16
Унӑн сассине илтсе, камсем ӳпкелешнӗ-ха? Моисей Египетран илсе тухнисем мар-и?
17
Хӗрӗх ҫул хушши Турӑ кама ҫилленнӗ-ха? Ҫылӑха кӗнисене, шӑмми-шакки пушхирех выртса юлнисене мар-и?
18
Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ тесе, пӑхӑнманнисем ҫинчен тупа тумасассӑн, кам ҫинчен тупа тунӑ тата?
19
Ҫапла ӗнтӗ вӗсем ӗненмен пирки канӑҫлӑха кӗрейменни паллӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13