bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 5
Hebrews 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
1
Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ;
2
вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур;
3
ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.
4
Никам та хӑй ирӗкӗпе ҫак чыслӑ ята илме пултараймасть, Аарона суйланӑ пек, Турӑ суйласа илнӗскерӗ ҫеҫ аслӑ священник пулма пултарать.
5
Христос та Аслӑ Священник чапне Хӑй тӗллӗн илмен. Ӑна: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тесе Калаканӗ Аслӑ Священник тунӑ.
6
Вӑлах тепӗр тӗлте ҫапла калать: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тет.
7
Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ.
8
Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулсассӑн та, пӑхӑнса тӑма асап курса вӗреннӗ,
9
ҫапла Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпе туса ҫитерсессӗн, Вӑл Хӑйне пӑхӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗхе ҫӑлӑнмалла тӑвакан пулнӑ.
10
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлӗ Аслӑ Священник тунӑ.
11
Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр.
12
Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.
13
Сӗтпе тӑранса пурӑнакан нихӑшӗ те мӗн тӗрӗссине, мӗн тӗрӗс маррине ӑнланаймасть: вӑл ача-ха.
14
Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13