bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 10
Hosea 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 11 →
1
Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ, хӑй валли йышлӑ ҫырла ӳстерет: ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать; ҫӗрӗ мӗн чухлӗ пахарах, вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсене ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах илемлетеҫҫӗ.
2
Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене: Турӑ вӗсен чӳк вырӑнӗсене ишсе антарӗ, йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗ.
3
Халӗ вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «патша ҫук пирӗн, эпир Ҫӳлхуҫаран хӑрамарӑмӑр та, патша мӗнех тӑвайӗ вӑл пире?» тееҫҫӗ.
4
Пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, суя тупа тӑваҫҫӗ, килӗшӳ тӑваҫҫӗ; ҫавӑнпа, ана ҫинчи наркӑмӑшлӑ курӑк пек, вӗсемшӗн сут килсе ҫитӗ.
5
Самарире пурӑнакансем Беф-Авенри пӑру кӗлеткишӗн хӑраса ӳкӗҫ; уншӑн халӑх макӑрӗ, малтан савӑннӑ чӳк пуҫӗсем те унӑн чапӗ сӳннӗшӗн хурланса йӗрӗҫ.
6
Пӑру кӗлеткине хӑйне Иарев патша валли парне памашкӑн Ассирие ӑсатӗҫ; Ефрем намӑс курӗ, хӑй тытнӑ шухӑшӗ Израиле мӑшкӑла хӑварӗ.
7
Самари патши шыв ҫинчи кӑпӑк пек ҫухалӗ.
8
Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.
9
Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.
10
Хам кӑмӑлӑма кура хаса парӑп вӗсене, вӗсене хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнса тухӗҫ, икӗ усал ӗҫ тунӑшӑн тӑллӗҫ вӗсене.
11
Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.
12
Тӳрӗлӗх акӑр, вара ырӑлӑх вырса илетӗр; ҫерем сухалӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана шырама вӑхӑт ҫитрӗ; Хӑй килсессӗн Вӑл сирӗн ҫине, ҫумӑр ҫунӑ пек, чӑнлӑх ҫутартӑр.
13
Эсир усаллӑх акса ӳстертӗр, халь йӗркесӗрлӗх вырса илетӗр, ултав ҫимӗҫне ҫиетӗр, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн ҫулна, йышлӑ ҫарна шанса тӑнӑ.
14
Санӑн халӑху хушшинче пӑтрану пулса иртӗ, санӑн мӗнпур тӗрекӳ Салман патша вӑрҫӑ кунӗнче Бет-Арбел хулине аркатса тӑкнӑ пек арканӗ: ун чухне амӑшне ачисемпе пӗрле вӗлернӗ.
15
Виҫесӗр ҫылӑхӑрсемшӗн Вефиль сире акӑ мӗн кӑтартӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14