bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 6
Hosea 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 7 →
1
Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар! Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ.
2
Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр.
3
Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ.
4
Мӗн тӑвам сана, Ефрем? Мӗн тӑвам сана, Иуда? сирӗн сӑваплӑхӑр — ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек.
5
Ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене пророксем урлӑ чутларӑм, Хамӑн сӑмахӑмпа питлерӗм, сутӑм вара Манӑн — ҫӗкленекен ҫутӑ пекех.
6
Мана парне кирлӗ мар, эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнинчен ытларах Турра пӗлни кирлӗ.
7
Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ.
8
Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ.
9
Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать.
10
Израиль килӗнче Эпӗ тискер ӗҫ куратӑп; унта Ефрем асса пурӑнать, Израиль ирсӗрленнӗ.
11
Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тыткӑнран тавӑрсан, Иуда, саншӑн та вырас вӑхӑт ҫитӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14