bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 5
Hosea 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 6 →
1
Эй священниксем, итлӗр ҫакна, эй Израиль килӗ, тӑнла, патша килӗ, хӑлхуна тай: ӗнтӗ сире сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен эсир Массифӑри таната, Фавор тӑвӗ ҫине карса хунӑ серепе пулнӑ.
2
Вӗсем пуҫӗпех асӑху ӑшне путрӗҫ; Эпӗ вӗсене пурне те хаса парӑп.
3
Ефреме Эпӗ пӗлетӗп, Израиль те Манран пытанаймасть; Ефрем, эсӗ асатӑн, Израиль те ирсӗрленчӗ.
4
Ӗҫӗсем вӗсене хӑйсен Турри енне ҫаврӑнма чӑрмантараҫҫӗ, ӗнтӗ аскӑну сывлӑшӗ вӗсен ӑшнех вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитеймен.
5
Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мӑнаҫлӑхне мӗскӗне кӑларчӗҫ; Израиль те, Ефрем те хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн пӗтӗҫ; вӗсемпе пӗрле Иуда та пӗтӗ.
6
Хӑйсен сурӑхӗсемпе, хӑйсен вӑкӑрӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана шырама кайӗҫ те — Ӑна тупаймӗҫ: Вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ.
7
Вӗсем Ҫӳлхуҫана улталанӑ, мӗншӗн тесен ют ачасем ҫуратнӑ; халӗ ҫӗнӗ уйӑх вӗсене пурлӑхӗ-мӗнӗпех ҫисе ярӗ.
8
Гивӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Рамӑра трупа кӑшкӑртӑр; Беф-Авенра: «Вениамин, сан хыҫҫӑн!» тесе йыхравлӑр.
9
Хаса панӑ кун Ефрем пушхир пулса тӑрӗ; Эпӗ ҫакна Израиль йӑхӗсем хушшинче пӗлтерсе хунӑ.
10
Иуда ҫулпуҫӗсем чикӗ куҫаракан пекех пулса кайнӑ: Хамӑн ҫиллӗме вӗсем ҫине шыв пек тӑкӑп.
11
Ефрем терт курать, сутпа айӑпланнӑ: вӑл пӑтрашакансем хыҫҫӑн ҫӳресшӗн пулчӗ.
12
Ефремшӗн кӗве пек, Иуда килӗшӗн шӗкӗ пек пулӑп.
13
Вара Ефрем хӑйӗн чирне, Иуда хӑйӗн суранне курчӗ, Ефрем Ассур патне кайрӗ, Иарев патша патне ҫын ячӗ; анчах вӑл сире сыватма пултараймӗ, сирӗн сурансене сиплеймӗ.
14
Эпӗ ӗнтӗ Ефремшӗн арӑслан пек, Иуда килӗшӗн ҫамрӑк арӑслан пек пулӑп; Эпӗ, Эпӗ туртса ҫурӑп та кайӑп; йӑтӑп та кайӑп — никам та ҫӑлаймӗ.
15
Кайӑп, Хамӑн вырӑнӑма таврӑнӑп, вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑничченех, Манӑн сӑнӑма шыраса тупичченех унта пулӑп.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14