bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 14
Hosea 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
1
Самари пушанса юлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Туррине хирӗҫ тӑчӗ; вӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ; вӗсенӗн кӑкӑр ачисене ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмӗсене касса ваклӗҫ.
2
Израиль, хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн: эсӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пула ӳкрӗн.
3
Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн.
4
Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
5
Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп: ӗнтӗ Манӑн вӗсене ҫилленни иртсе кайрӗ.
6
Израильшӗн Эпӗ сывлӑм пулӑп; вӑл сарана пек чечекленӗ, Ливан пек тымар ярса ҫирӗпленӗ.
7
Турачӗсем сарӑлӗҫ те — вӑл ҫу йывӑҫӗ пекех илемлӗ пулӗ, вӑл, Ливан пек, ырӑ шӑршӑ сарӗ.
8
Унӑн сулхӑнӗнче ларнисем каялла таврӑнӗҫ, вӗсен ҫӑкӑрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулӗ, вӗсем ӗнтӗ иҫӗм авӑрӗ пек чечекленӗҫ, Ливан эрехӗ пек чаплӑ пулӗҫ.
9
«Йӗрӗхсем ҫумӗнче манӑн мӗн ӗҫ пур?» тейӗ Ефрем. Эпӗ ӑна илтӗп те ун ҫине пӑхӑп; Эпӗ ешерекен кипарис пек пулӑп; Манран сана ҫимӗҫ пулӗ.
10
Ҫакна ӑнланма камӑн ӑсӗ ҫитейӗ? ҫакна пӗлме камӑн тӑнӗ ҫитейӗ? Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем тӗрӗс, Унӑн ҫулӗпе сӑваплӑ ҫынсем ҫӳреҫҫӗ, йӗркесӗр ҫынсем ун ҫине ӳкеҫҫӗ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14