bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 7
Hosea 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 8 →
1
Эпӗ Израиле сипленӗ чухне Ефремӗн тӗрӗсмарлӑхӗ курӑнчӗ, Самари усаллӑхӗ палӑрчӗ: вӗсем суйса-улталаса пурӑнаҫҫӗ; киле вӑрӑ кӗрет, урамра хурах ҫаратать.
2
Эпӗ вӗсен пур усал ӗҫне те астуса тӑни ҫинчен вӗсем аса та илмеҫҫӗ; халӗ вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавӑрса илет; вӗсем Манӑн умӑмра.
3
Хӑйсен усал ӗҫӗпе вӗсем патшана, ултавлӑ ӗҫӗсемпе аслӑ пуҫлӑхсене савӑнтараҫҫӗ.
4
Аскӑнлӑхпа пурте вӗсем ҫӑкӑр пӗҫерекен хутса янӑ кӑмака пекех хӗмленеҫҫӗ, вӑл кӑмакари ҫулӑма ҫӑрнӑ чусти хӑпариччен ҫеҫ чакарать.
5
«Пирӗн патшамӑр кунӗ!» теҫҫӗ улпутсем, эрехпе чире кайичченех хӗрнӗскерсем; патши вара мӑшкӑлҫӑсене алӑ тӑсса парать.
6
Чеелӗхӗпе вӗсем хӑйсен чӗрине кӑмака пекех туса яраҫҫӗ: ҫӑкӑрне пӗҫерекенӗ ҫӗрӗпе ҫывӑрать, ирпе вара кӑмаки ялкӑшсах ҫунать.
7
Вӗсем пурте кӑмака пек хӗрсе ҫитнӗ, хӑйсен тӳрисене ҫиеҫҫӗ; патшисене пурне те сирпӗтеҫҫӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те Мана йӑлӑнмасть.
8
Ефрем ытти халӑхсемпе хутшӑнса кайнӑ, Ефрем ҫавӑрса лартман ҫӑкӑр пекех пулса тӑнӑ.
9
Ютсем унӑн вӑйне ӗмсе тӑнӑ — вӑл ӑна сисмен; ӗнтӗ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ — ҫакна хӑй те пӗлмест.
10
Вӗсен куҫӗ умӗнче Израиль мухтавӗ кӗҫӗне юлчӗ, ҫапах та вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнмарӗҫ, Ӑна шырамарӗҫ.
11
Ефрем ӗнтӗ, ӑссӑр кӑвакарчӑн пекех, чӗресӗр юлчӗ: Египет ҫыннисене пулӑшӑва чӗнеҫҫӗ, Ассирие ҫӳреҫҫӗ.
12
Кайма тухсанах Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн серепеме ывӑтӑп; вӗсене вӗҫен кайӑксене ӳкернӗ пек чӑлхантарса ӳкерӗп; хӑйсен пухӑвӗ илтсе тӑнӑ пек, вӗсене хаса парӑп.
13
Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн; вилӗм ҫитӗ вӗсене Манран уйрӑлнӑшӑн! Эпӗ вӗсене ҫӑлса пытӑм, вӗсем вара Ман ҫинчен суеҫтерсе калаҫрӗҫ.
14
Хӑйсен вырӑнӗ ҫинче кӑшкӑрашнӑ чухне Мана чӗререн тархасламарӗҫ; ҫӑкӑрпа эрехшӗн пухӑнаҫҫӗ, Манран вара аяккалла кайса пыраҫҫӗ.
15
Эпӗ вӗсене ӑс патӑм, вӑйне ҫирӗплетрӗм — вӗсем Мана хирӗҫ усал шухӑш тытрӗҫ.
16
Вӗсем тархасламан мар, анчах Ҫӳлти Турра мар, вӗсем тӗл пемен ухӑ пек пулчӗҫ; чӗлхине чарманшӑн вӗсен пуҫлӑхӗсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; вара Египет ҫӗрӗнче вӗсенчен мӑшкӑлласа кулӗҫ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14