bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 9
Hosea 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 10 →
1
Эй Израиль, ытти халӑхсем пек, каҫса кайсах ан хӗпӗрте: эсӗ хӑвӑн Туррунтан пӑрӑнса асса пурӑнатӑн; хӑвӑн аскӑн ӗҫӳсемшӗн эсӗ пур йӗтем ҫинчен те парне илме юрататӑн.
2
Йӗтемпе ҫу юхтаркӑчӗ вӗсене тӑрантарас ҫук, иҫӗм сӗткенне шанса тӑни те вӗсемшӗн кӑлӑх пулӗ.
3
Вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче пурӑнаймӗҫ; Ефрем Египета таврӑнӗ, Ассирире тасамаррине ҫийӗҫ.
4
Ҫӳлхуҫа умӗнче парне ҫине эрех юхтармӗҫ, Ӑна юрӑхлӑ парнесем пулмӗҫ; унти ҫӑкӑр вӗсемшӗн виле пытарнӑ чухнехи ҫӑкӑр пек пулӗ: ӑна ҫиекенсем пурте ирсӗрленӗҫ: унти ҫӑкӑр — хӑйсен чунӗ валли, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗреймӗ вӑл.
5
Чаплӑ кун тата Ҫӳлхуҫа уявӗн кунӗнче мӗн тӑвӑр-ши эсир?
6
Акӑ ӗнтӗ вӗсем, ҫӗр пушанса юлнипе, тухса кайӗҫ; Египет пуҫтарӗ вӗсене, Мемфис хули пытарӗ; вӗсен кӗмӗлтен тунӑ хаклӑ япалисене вӗлтӗрен пусса илӗ, чатӑрӗсенче йӗплӗ кӳкен ӳсӗ.
7
Килсе пӑхас кунсем ҫитрӗҫ, тавӑрса парас кунсем ҫитрӗҫ; Израиль пӗлсе тӑтӑр, санӑн йӗркесӗр ӗҫӳ нумай пулнӑран, санӑн курайманлӑху пысӑк пулнӑран пулассине пӗлекенӗ ухмаха юлчӗ, хавха сӑмах калатӑп теекенӗ ӑссӑра юлчӗ.
8
Ефрем — манӑн Туррӑм ҫумӗнчи сыхлавҫӑ; пророк — унӑн мӗнпур ҫулӗ ҫине карса тухнӑ кайӑкҫӑ серепи; илӗртсе тӑраканни — унӑн Туррийӗн Ҫуртӗнче.
9
Тӗпнех ӳкрӗҫ вӗсем, Гива кунӗсенчи пекех асӑхса кайрӗҫ; Турӑ вӗсен йӗркесӗрлӗхне аса илӗ, ҫылӑхӗсемшӗн вӗсене хаса парӗ.
10
Пушхирти иҫӗм ҫырли пек пулчӗ Маншӑн Израиль; смоква йывӑҫӗн малтанхи ҫырли пек, тин пиҫсе ҫитнӗ ҫырли пек, курӑнчӗҫ Мана сирӗн аҫӑрсем, анчах вӗсем Ваал-Фегор патне кайрӗҫ те намӑс ӗҫе тытӑнчӗҫ, хӑйсем те, хӑйсем саваканни пекех, ирсӗре тухрӗҫ.
11
Ефрем йӑхӗн чапӗ, хунавлӑ пулнипе чапа тухни, кайӑк пек вӗҫсе ҫухалӗ; арӑмӗсем ҫуратаймӗҫ те, йывӑр ҫын та пулаймӗҫ, вӗсен ҫие те юлмӗ.
12
Ачисене пӑхса ӳстерсен те, вӗсене турта-турта илӗп; Эпӗ пӑрахса кайсан, вӗсене хуйхӑ ҫитӗ!
13
Ефрем йӑхӗ, Эпӗ ӑна Тир таран курнӑ пек, ытарайми лайӑх ҫӗр ҫине вырӑнаҫнӑ; анчах Ефрем хӑйӗн ачисене ҫынвӗлерен патне илсе тухӗ.
14
Ҫӳлхуҫамӑм, парсамччӗ ҫавсене: Эсӗ вӗсене мӗн парӑн? вӗсене хӗсӗр варпа типнӗ кӑкӑр парсамччӗ.
15
Вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ — Галгалра: унта Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн курайми пултӑм; вӗсене Хамӑн килӗмрен хӑваласа ярӑп, урӑх вӗсене юратмӑп; вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте — Турӑран хӑпнӑскерсем.
16
Ефрем сусӑрланнӑ; вӗсен тымарӗ типнӗ; ача ҫуратасси пулмӗ, ытах ҫуратсассӑн та, Эпӗ вӗсен варӗнчен тухнине, тӗмсӗлсе кӗтнӗскерне, вӗлерӗп.
17
Манӑн Туррӑм вӗсене йышӑнмӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ӑна итлемерӗҫ — ӗнтӗ вӗсем халӑхсем хушшинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14