bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 2
Hosea 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 3 →
1
Тӑванӑрсене, пиччӗр-шӑллӑрсене «Манӑн халӑхӑм» тейӗр, аппӑр-йӑмӑкӑрсене «Каҫарӑнни» тейӗр.
2
Сутлашӑр аннӗрпе, сутлашӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн арӑм мар, Эпӗ те унӑн упӑшки мар; вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчен аскӑнлӑхне, кӑкӑрӗ ҫинчен аскӑн ӗҫӗсене тасаттӑр,
3
унсӑрӑн Эпӗ ӑна, хӑй ҫуралнӑ кунхи пек, ҫаппа-ҫарамас тӑвӑп та халӑх умне кӑларса тӑратӑп, унран пушхир, ырхан ҫӗр тӑвӑп, ӑна шывсӑр антӑхтарӑп.
4
Унӑн ачисене те хӗрхенмӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑнлӑх ачисем.
5
Вӗсен амӑшӗ асса пурӑннӑ, вӗсем варта чухнех амӑшӗ хӑйне намӑса кӑларнӑ; вӑл каланӑ: «еркӗнӗмсем хыҫҫӑн кайӑп, вӗсем мана ҫӑкӑр та, шыв та, ҫӑмпа йӗтӗн те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, ӗҫмелли те параҫҫӗ» тенӗ.
6
Ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ ун ҫулне кӳкенпе пӳлсе хурӑп, ун тавра карта ҫавӑрӑп, вара вӑл хӑйӗн сукмакӗсене тупаймӗ,
7
еркӗнӗсем хыҫҫӑн чупӗ, анчах хӑваласа ҫитеймӗ; вӗсене шырӗ, анчах тупаймӗ, вара: «каям, малтанхи упӑшкам патнех таврӑнам; мана ун чухне хальхинчен аванрахчӗ» тейӗ.
8
Ҫӑкӑрне те, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те Эпӗ, Эпӗ панине, унӑн кӗмӗлӗпе ылтӑнне те Эпӗ хушӑнтарса тӑнине пӗлмен вӑл, вӗсем вара ҫав кӗмӗлпе ылтӑнтан Ваал кӗлетки турӗҫ.
9
Ҫакӑншӑн Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн ҫӑкӑра, хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн эрехе каялла илӗп, унӑн ҫара ҫанне витсе тӑракан Хамӑн ҫӑмпа йӗтӗне те туртса илӗп.
10
Халӗ еркӗнӗсен куҫӗ умӗнче унӑн намӑсне уҫса кӑтартӑп, ӑна никам та Манӑн аллӑмран туртса илеймӗ.
11
Ун патӗнчи пӗтӗм хаваслӑ шӑв-шава чарса лартӑп, уявӗсене те, ҫӗн уйӑх уявне те, шӑматкунӗсене те, ытти чаплӑ кунӗсене те — пурне те чарса лартӑп.
12
Унӑн иҫӗм ҫырли аврисене, смоква йывӑҫӗсене ҫаратса хӑварӑп, ҫакӑн ҫинчен вӑл: «ку — еркӗнӗмсем парса тултарнӑ парнесем» тет. Эпӗ вӗсене вӑрман туса хурӑп, вӗсене вара хирти тискер кайӑксем ҫисе ярӗҫ.
13
Ваалсене пуҫҫапса пурӑннӑ кунсемшӗн Эпӗ ӑна хӗн кӑтартӑп, вӑл вӗсен умӗнче тӗтӗретчӗ, хӑлха ҫаккипе, мӑй ҫыххипе чиперленсе еркӗнӗсем хыҫҫӑн ҫӳретчӗ, Мана вара манса кайрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
14
Ҫавӑнпа акӑ кӑмӑлне ҫавӑрӑп та ӑна пушхире илсе тухӑп, унпа чӗрине вӑратса калаҫӑп.
15
Ҫавӑнтан ӑна иҫӗм пахчийӗсемпе Ахор айлӑмне парӑп, ҫапла унӑн чӗринче шанчӑк ҫуратӑп; унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухнехи пекех, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухнехи пекех, юрлӗ.
16
Ҫав кунхине ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ Мана «упӑшкам» тесе чӗнме пуҫлӑн, урӑх вара Мана «Ваали» тесе чӗнмӗн.
17
Ваалсен ячӗсене унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен пистерӗп, ӳлӗмрен вара вӗсен ячӗсене асӑнма та пӑрахӗҫ.
18
Ҫав вӑхӑтра вӗсемшӗн хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе, ҫӗр ҫинчи ҫӗлен-калтапа килӗшӳ тӑвӑп; ҫав ҫӗр ҫинче ухха та, хӗҫе те, вӑрҫа та пӗтерӗп, ҫапла вӗсене сыхлӑхра усрӑп.
19
Сана Хам валли ӗмӗрлӗхе ҫураҫӑп, Эпӗ сана Хам валли чӑнлӑхӑмпа тата тӳрӗ сутӑмпа, ырӑлӑхӑмпа тата хӗрхенекен кӑмӑлӑмпа ҫураҫӑп.
20
Эпӗ сана Хам валли тӳрӗлӗхпе ҫураҫӑп, эсӗ вара Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗн.
21
Ҫавӑ кун ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ илтӗп, тӳпене илтӗп, вӑл вара ҫӗре илтӗ,
22
ҫӗрӗ ҫӑкӑра, иҫӗм эрехне, йывӑҫ ҫӑвне илтӗ; кусем вара Изрееле илтӗҫ.
23
Хам валли ҫӗр ҫине акӑп та ӑна — Каҫарӑнманнине каҫарӑп, Хамӑн мар халӑха: «эсӗ — Манӑн халӑх» тейӗп, вӑл вара: «Эсӗ — манӑн Туррӑм!» тейӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14