bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 12
Hosea 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 13 →
1
Ефрем ҫил хӑвалать, тухӑҫ ҫилне тытасшӑн, кунсерен улталанӑҫем улталать, ҫаратнӑҫем ҫаратать; вӗсем Ассурпа килӗшӳ тӑваҫҫӗ, Египета йывӑҫ ҫӑвӗ турттараҫҫӗ.
2
Анчах Ҫӳлхуҫа Иудӑна та сут тӑвӗ, Вӑл Иаков патне те ҫитӗ, ӑна ӗҫне кура тавӑрса парӗ.
3
Амӑшӗн варӗнчех вӑл хӑйӗн пиччӗшне тапкаласа пӗтернӗ, ҫитӗнсен вара Турӑпа кӗрешнӗ.
4
Вӑл Ангелпа кӗрешнӗ — ҫӗнтернӗ; йӗнӗ, Ӑна тархасланӑ; Вӑл пире Вефильре тупнӑ та ҫавӑнта пирӗнпе калаҫнӑ.
5
Ҫӳлхуҫа вӑл — Саваоф Турӑ; Унӑн ячӗ — Пурри [Яхве].
6
Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр.
7
Ханаан ҫынни хӑйӗн аллинчи тӗрӗс мар тарасипе ҫынна кӳрентерме юратать;
8
Ефрем те ҫапла калать: «ҫапах та эпӗ пуйса кайрӑм; хам валли пурлӑх пухса тултартӑм; апла пулин те манӑн пӗтӗм ӗҫӗмре саккуна хирӗҫли, ҫылӑх шутне кӗрекенни, нимӗн те тупаймӗҫ» тет.
9
Эпӗ вара Египет ҫӗрӗнчен пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру, уяв кунӗсенчи пек, сана каллех хӳшӗсене вырӑнаҫтарӑп.
10
Эпӗ пророксем урлӑ каларӑм, вӗсене тӑтӑшах курӑнтӑм, пророксем урлӑ ытарлӑн каларӑм.
11
Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.
12
Иаков Сири хирне тарчӗ, Израиль арӑмшӑн ӗҫлесе тӑчӗ, арӑмшӑн сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.
13
Пророк урлӑ Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухрӗ, пророк урлах Вӑл ӑна сыхларӗ.
14
Ефрем Ҫӳлхуҫана хытӑ тарӑхтарчӗ, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа унӑн юнне ун ҫинчех хӑварӗ, унӑн мӑшкӑлне ун ҫинех ҫавӑрӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14