bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 13
Hosea 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 14 →
1
Ефрем каланӑ чухне пурте чӗтресе тӑратчӗҫ. Израильре вӑл мухтавлӑччӗ; анчах Ваала пула айӑпа кӗчӗ те тӗп пулчӗ.
2
Халӗ вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗ ҫумне татах ҫылӑх хушрӗҫ: хӑйсем ӑнланнӑ пек, кӗмӗлӗнчен хӑйсем валли йӗрӗх шӑратса турӗҫ, — ку пӗтӗмпех алӑстисен ӗҫӗ, — ӗнтӗ парне кӳрекен ҫынсене калаҫҫӗ: «пӑрусене чуптӑвӑр!» теҫҫӗ.
3
Ҫавӑншӑн вӗсем ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек, йӗтем ҫинчен вӗҫекен хывӑх пек, мӑрьерен тухакан тӗтӗм пек пулӗҫ.
4
Анчах Эпӗ — Египетран пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру; санӑн, Мансӑр пуҫне, урӑх турра пӗлмелле мар; Мансӑр пуҫне урӑх ҫӑлакан ҫук.
5
Эпӗ сана пушхирте, шывсӑр антӑхакан ҫӗр ҫинче, пӑхрӑм-упрарӑм.
6
Кӗтӳлӗхсем пуррипе вӗсем тутӑ пурӑнчӗҫ; тӑранса ҫитмессерен вара вӗсем мӑнкӑмӑлланса каятчӗҫ, ҫавӑнпа Мана манса каятчӗҫ.
7
Ӗнтӗ Эпӗ вӗсемшӗн арӑслан пек пулӑп, ҫул хӗрринче ҫамрӑк арӑслан пек сыхласа тӑрӑп.
8
Вӗсем ҫине ҫурисене ҫухатнӑ упа ами пек тапӑнӑп, вӗсен кӑкӑрне турта-турта ҫурӑп, арӑслан ами пек, вӗсене ҫавӑнтах ҫисе ярӑп; вӗсене хирти тискер кайӑксем туласа тӑкӗҫ.
9
Израиль, эсӗ хӑвна тӗп турӑн, санӑн тӗрекӳ Эпӗ анчах!
10
Ӑҫта халӗ санӑн патшу? Ҫӑлса хӑвартӑр вӑл сана мӗнпур хулунта! Тӳрӳсем ӑҫта санӑн? Вӗсене эсӗ: «пире патшапа пуҫлӑхсем парсамччӗ» тееттӗн.
11
Вара, ҫилленсе ҫитсе, Эпӗ сана патша патӑм, тарӑхса кайса, ӑна каялла туртса илтӗм.
12
Ефремӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем пӗр ҫыхха ҫыхӑннӑ, унӑн ҫылӑхӗ сыхланса юлнӑ.
13
Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.
14
Тамӑк аллинчен хӑтарӑп Эпӗ вӗсене, вилӗмрен ҫӑлӑп вӗсене. Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? Эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ? Эпӗ ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп.
15
Ефрем хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче ӗрчевлӗ пулин те, тухӑҫ ҫилӗ килсен, пушхиртен Ҫӳлхуҫа ҫилӗ ҫӗкленсен унӑн ҫӑлӗ типсе ларӗ, ҫӑлкуҫӗ иксӗлсе юлӗ; ҫав ҫил мӗнпур хаклӑ савӑт управӑшне пушатса хӑварӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14