bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 8
Hosea 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 9 →
1
Туту тӗлне трупа тыт! Манӑн халала пӑснӑшӑн, Манӑн саккунӑмран тухнӑшӑн Ҫӳлхуҫа килӗ ҫине ӑмӑрткайӑк пек тапӑнӗҫ!
2
Мана чӗнсе тархаслӗҫ: «эй Турӑҫӑм! эпир Сана ӑнланса ҫитрӗмӗр, эпир — Израиль» тейӗҫ.
3
Израиль ыррине пӑрахрӗ; ӗнтӗ тӑшман канӑҫ памӗ ӑна.
4
Патшисене хӑйсемех, Мансӑрӑнах, лартатчӗҫ; тӳрисене Мана пӗлтермесӗрех лартса тӑчӗҫ; хӑйсен кӗмӗлӗпе ылтӑнӗнчен хӑйсем валли йӗрӗхсем турӗҫ: вилӗмӗ вӗсен ҫавӑнтан ҫитӗ.
5
Пӑрӑву пӑрахрӗ сана, Самари! Вӗсем ҫине ҫиллӗм капланса килчӗ Манӑн; хӑҫанччен тасалаймӗҫ-ши вӗсем?
6
Вӑл та — Израиль ӗҫӗ: алӑсти тунӑ ӑна, ҫавӑнпа вӑл турӑ мар; Самари пӑрӑвӗ ванчӑк купи пулӗ!
7
Ӗнтӗ вӗсем ҫил акрӗҫ пулсан, тӑвӑл пуҫтарса илӗҫ: ани ҫинче вырмалли те пулмӗ; тырӑ пӗрчинчен ҫӑнӑх тухмӗ, тухсан та ҫичӗ ют ҫисе ярӗ.
8
Израиле ҫӑтса янӑ; халӗ вӗсем халӑхсем хушшинче юрӑхсӑр савӑт пек пулӗҫ.
9
Пӗччен ҫӳрекен хир ашакӗ пек, вӗсем Ассур патне кайрӗҫ; Ефрем парне пара-пара ырӑ ят шырарӗ.
10
Вӗсем ытти халӑхсене парнесем яра-яра пачӗҫ пулсан та, Эпӗ вӗсене часах пуҫтарса илӗп, вӗсем вара улпутсен патши хӗсӗрленипе асапланма пуҫлӗҫ:
11
ҫылӑха кӗмешкӗн Ефрем парне вырӑнӗ нумай туса тултарчӗ, ҫав парне вырӑнӗсем ӑна ҫылӑха анчах кӗртрӗҫ.
12
Ун валли Эпӗ чи кирлӗ саккунсем ҫыртӑм, анчах вӗсене вӑл ют саккунсем вырӑнне хучӗ.
13
Мана парне кӳнӗ чухне вӗсем аш илсе килеҫҫӗ те ҫавна ҫиеҫҫӗ; Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ мар вӗсем; халӗ Вӑл вӗсенӗн йӗркесӗрлӗхне астуса илӗ те вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн хаса парӗ: вӗсем Египета таврӑнӗҫ.
14
Манчӗ Израиль хӑйне Пултаракана, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тухрӗ; Иуда та тӗреклӗлетнӗ хула нумай лартса тултарчӗ; анчах Эпӗ унӑн хулисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн керменӗсене ҫунтарса ярӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14