bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hosea 11
Hosea 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 12 →
1
Израиль патши шурӑмпуҫ килнӗ чухне тӗп пулӗ! Израиль ҫамрӑк чухне Эпӗ ӑна юрататтӑм, Хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе тухрӑм.
2
Вӗсене чӗннӗ, анчах вӗсем айккинелле пӑрӑнатчӗҫ, Ваалсене парне кӳретчӗҫ, йӗрӗхсем умӗнче тӗтӗретчӗҫ.
3
Ефреме Эпӗ Хам утма вӗрентнӗ, ӑна Хамӑн аллӑм ҫинче йӑтса ҫӳренӗ, анчах вӗсем Эпӗ хӑйсене сипленине ӑнланмарӗҫ.
4
Ҫын пек пулса, ҫынла юратса илентертӗм Эпӗ вӗсене, вӗсемшӗн ҫӑварӗнчен ҫӑварлӑх хывса илекенӗ пек пултӑм, вӗсене ачашшӑн ҫимӗҫ хура-хура патӑм.
5
Вӑл Египета таврӑнмӗ, анчах Ассур — вӑл унӑн патши пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ман енне ҫаврӑнасшӑн пулмарӗҫ.
6
Унӑн хулисем ҫине хӗҫ ӳкӗ, хула хапхисене аркатӗ, вӗсене хӑйсем тытнӑ шухӑша пула тӗп тӑвӗ.
7
Мана пӑрахса Манӑн халӑхӑм пӑнтӑхрӗ, вӗсене ҫӳлелле чӗнеҫҫӗ пулин те, вӗсем кар ҫӗкленеймеҫҫӗ.
8
Мӗн тӑвам-ха сана, Ефрем? мӗнле тавӑрам-ха сана, Израиль? Сана Адама хулине пӗтернӗ пек пӗтерем-и, Севоим хулине кӑтартнине кӑтартам-и? Ӗнтӗ чӗрем вырӑнтан хускалчӗ, пӗтӗм чунтан хӗрхенессӗм килет!
9
Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.
10
Вӗсем Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн кайӗҫ; Вӑл, арӑслан пек, сасӑ парӗ те, Хӑйӗн сассине парӗ те Вӑл, Ун патне Израиль ывӑлӗсем анӑҫран шартах сиксе хускалӗҫ,
11
Египетран кайӑксем пек, Ассири ҫӗрӗнчен кӑвакарчӑнсем пек тапранса тухӗҫ, вӗсене Эпӗ хӑйсен ҫурчӗсенех вырӑнаҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Ефрем Мана суяпа, Израиль килӗ ултавпа хупӑрларӗ; Иуда Турӑран уйрӑлманччӗ-ха — сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле шанчӑклӑ тӑратчӗ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14