bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 1
Nehemiah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
1
Ахалия ывӑлӗ Неемия каласа пани. Артаксеркс патша ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, кислев уйӑхӗнче, эпӗ Сузӑ керемӗнче пулнӑ.
2
Ман патӑма Иудейӑран тӑванӑмсенчен пӗри, Ханани, тата унпа пӗрле темиҫе ҫын ҫитрӗҫ. Эпӗ вӗсенчен тыткӑнран чӗрӗ юлнӑ иудейсем ҫинчен, Иерусалим ҫинчен каласа пама ыйтрӑм.
3
Вӗсем мана каларӗҫ: тыткӑнра пулса чӗрӗ юлнисем унта, хӑйсен ҫӗршывӗнче, хӗн-асап курса, мӗскӗн пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ; Иерусалим хӳмине аркатса тӑкнӑ, хапхисене вутпа ҫунтарса янӑ, терӗҫ.
4
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм,
5
ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ! Эсӗ Хӑвна юратакансене, Хӑвӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнакансене ырӑлӑх кӳрсе халала тытса тӑратӑн.
6
Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.
7
Эпир Сан умӑнта айӑпа кӗтӗмӗр, Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна панӑ ӳкӗтсене, йӗркесемпе кӑтартусене тытса пыраймарӑмӑр.
8
Анчах Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна каланӑ сӑмахна асна илсемччӗ, «эсир айӑпа кӗрес пулсассӑн, Эпӗ сире халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп,
9
Ман енне ҫаврӑнсассӑн вара, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑрсассӑн, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, хӑвӑра тӳпе хӗрринех хӑваласа ярас пулсассӑн та, сире унтан та пуҫтарса тухӑп та Хамӑн ятӑм валли суйласа илнӗ вырӑна илсе килӗп» тенине асна илсемччӗ.
10
Вӗсем — Санӑн чурусем, Санӑн халӑху, Эсӗ ӑна Хӑвӑн аслӑ хӑватупа, Хӑвӑн вӑйлӑ аллупа тӳлесе илнӗ.
11
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кӗлтӑватӑп! Хӑвӑн чурун кӗллине, Санӑн ятунтан хӑранипе телейлӗ чурусен кӗллине итлеме хӑлхуна тайсамччӗ. Халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чуруна пулӑшма васкасамччӗ, ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне ман майлӑ ҫавӑрсамччӗ, терӗм. Эпӗ ун чухне патша патӗнче эрех парса тӑраканӗ пулнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13