bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 6
Nehemiah 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
1
Санаваллат, Товия, Арави ҫынни Гешем тата пирӗн ытти тӑшмансем эпӗ пӗтӗм хӳмене юсаса тухни ҫинчен, унта ӗнтӗ нимӗнле шӑтӑк-ҫурӑк та юлманни ҫинчен илтнӗ те, — пӗр тесен, ҫав вӑхӑт тӗлне эпӗ хапха алӑкӗсене ҫакса пӗтерейменччӗ-ха, —
2
Санаваллатпа Гешем ман патӑма: кил, Оно тӳремлӗхӗнчи пӗр-пӗр ялта тӗл пулӑпӑр, тесе калама ҫын ячӗҫ. Вӗсем мана усал тума каварлашнӑ пулнӑ.
3
Анчах эпӗ вӗсем патне ҫапла калама элчӗсем ятӑм: пысӑк ӗҫе пула эпӗ пушӑ мар, сирӗнпе тӗл пулаймӑп; эпӗ сирӗнпе тӗл пулма пӑрахса кайсан, ӗҫ чарӑнса ларӗ, терӗм.
4
Вӗсем ман патӑма тӑватӑ хутчен ҫав йыхравпах ҫынсем ячӗҫ, эпӗ те вӗсене унчченхи пекех хуравласа тӑтӑм.
5
Ҫавӑн хыҫҫӑн Санаваллат ман патӑма пиллӗкӗмӗш хут хӑйӗн тарҫине ячӗ, лешӗ ҫыру илсе килнӗччӗ, ҫырӑвӗ уҫахчӗ.
6
Унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «халӑхсем хушшинче сӑмах ҫӳрет, Гешем та ҫавнах калать: эсӗ тата Иудея уйӑрӑлма шут тытнӑ имӗш, ҫавӑнпа хӳме тӑватӑн та, эсӗ вӗсен патши пуласшӑн теҫҫӗ;
7
эсӗ хӑвӑн ҫинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнӑ. Кун пек сӑмахсем патша патне ҫитеҫҫех. Эппин, кил те, пӗрле канаш тӑвӑпӑр» тенӗччӗ.
8
Анчах эпӗ ун патне ҫапла калама ҫын ятӑм: эсӗ каланӑ евӗрли нимӗн те пулман; эсӗ ҫакна хӑвӑн пуҫупа шухӑшласа кӑларнӑ, терӗм.
9
Ӗнтӗ вӗсем пире хӑратсах тӑратчӗҫ: аллисем усӑнӗҫ те ку ӗҫе пӑрахӗҫ, ӗҫӗ путланӗ тесе ӗмӗтленетчӗҫ; манӑн аллӑм вара тӗреклӗленчӗ ҫеҫ.
10
Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.
11
Эпӗ ӗнтӗ ҫапла хуравларӑм: ман пек ҫын тарса ҫӳреме пултараять-и вара? Ман пек ҫын чӗрӗ юлас тесе Турӑ Ҫуртне пытанать-и? Пымастӑп, терӗм.
12
Вӑл мана пророклах каларӗ пулин те, эпӗ ӑна Турӑ яманнине, ӑна Товияпа Санаваллат хӑйсем майлӑ ҫавӑрнине ӑнкарса илтӗм.
13
Ӑна ӗнтӗ, хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, мана хӑратма, мана вӑл каланӑ пек тутарса ҫылӑха кӗртме, ҫапла халӑх хушшинче ман ҫинчен усал сӑмах сармашкӑн сӑлтав тупма хушнӑ.
14
Туррӑмҫӑм! Товияпа Санаваллата ҫав ӗҫӗсене аса илтерсемччӗ, ҫавӑн пекех мана хӑратма шутланӑ Ноадия хӗрарӑм пророкпа ытти пророксене те асна илсемччӗ.
15
Хӳмене елул уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче, аллӑ икӗ кун хушшинче, туса пӗтертӗмӗр.
16
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, ҫакна пирӗн таврари пур халӑхсем те курсассӑн, пирӗн пӗтӗм тӑшман ку ӗҫе Туррӑмӑр тунине ӑнланса илнӗ те, вӗсен ӗмӗчӗ сӳннӗ.
17
Ҫав кунсенче иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Товия патне чылай ҫыру ҫырса янӑ, Товияран вара вӗсем патне хурав килсе тӑнӑ.
18
Иудейӑра нумайӑшӗ унпа татуллӑ пурӑнма тупа тунӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Шеханиян — Арах ывӑлӗн — кӗрӳшӗ пулнӑ, унӑн ывӑлӗ Иоханан вара Верехия ывӑлӗн Мешулламӑн хӗрне качча илнӗччӗ.
19
Ман умӑмра вӗсем Товиян ырӑ кӑмӑлӗ ҫинчен те асӑнатчӗҫ, ман сӑмахӑмсене вара ун патне ҫитерсех тӑратчӗҫ. Мана хӑратас тесе, Товия ҫырусем яратчӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13