bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 10
Nehemiah 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
1
Пичет хуракансем ҫаксем пулчӗҫ: Гахалия ывӑлӗ Неемия пуҫлӑх тата Седекия,
2
Сераия, Азария, Иеремия,
3
Пашхур, Амария, Малхия,
4
Хаттуш, Шевания, Маллух,
5
Харим, Меремоф, Овадия,
6
Даниил, Гиннефон, Варух,
7
Мешуллам, Авия, Миямин,
8
Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.
9
Левитсем: Азания ывӑлӗ Иисус, Хенадад ывӑлӗсенчен Виннуй, Кадмиил;
10
вӗсен тӑванӗсем: Шевания, Годия, Клита, Фелаия, Ханан,
11
Миха, Рехов, Хашавия,
12
Закхур, Шеревия, Шевания,
13
Годия, Ваний, Венинуй.
14
Халӑх пуҫлӑхӗсем: Парош, Пахаф-Моав, Елам, Заффу, Ваний,
15
Вунний, Азгад, Бевай,
16
Адония, Бигвай, Адин,
17
Атер, Езекия, Азур,
18
Годия, Хашум, Бецай,
19
Хариф, Анафоф, Невай,
20
Магпиаш, Мешуллам, Хезир,
21
Мешезавел, Садок, Иаддуй,
22
Фелатия, Ханан, Анания,
23
Осия, Ханания, Хашшув,
24
Галлохеш, Пилха, Шовек,
25
Рехум, Хашавна, Маасея,
26
Ахия, Ханан, Анан,
27
Маллух, Харим, Баана.
28
Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте —
29
хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ:
30
эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр;
31
ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр;
32
эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр:
33
Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
34
Вара эпир — священниксем те, левитсем те, халӑх та — Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли вутӑ кӳрсе тӑрасси пирки шӑпа ятӑмӑр: саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парни вырӑнӗ ҫинче ҫунтармашкӑн хӑш ӑрӑвӑн хӑш вӑхӑтра ҫулран-ҫул вутӑ илсе килмеллине палӑртрӑмӑр.
35
Тата эпир ҫулсерен ҫӗрӗмӗртен илнӗ малтанхи ҫимӗҫе, тӗрлӗ йывӑҫсен малтанхи ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳме пултӑмӑр;
36
саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем патне тата хамӑрӑн малтанхи ывӑлӑмӑрсене, тата шултӑра, вак выльӑхсен малтанхи пӑрушӗсемпе путекӗсене илсе килме пултӑмӑр.
37
Хамӑрӑн пӗтӗм малтанхи ҫимӗҫе — тыррине, тӗрлӗ йывӑҫ улми-ҫырлине, эрехне, ҫӑвне — эпир священниксем патне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсене илсе пырӑпӑр, ҫӗрӗмӗр паракан тырпулӑн вуннӑмӗш пайне левитсене кӳрсе тӑрӑпӑр — вӗсем, левитсем, эпир пурӑнакан пӗтӗм хуларан вуннӑмӗш пай илсе тӑраҫҫӗ.
38
Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр,
39
мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла. Турӑ Ҫурчӗн савӑт-сапи те ҫавӑнта упранать, священниксем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем те унтах. Эпир Туррӑмӑр Ҫуртне пӑхсах тӑрӑпӑр!
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13