bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 3
Nehemiah 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
1
Вара аслӑ священник Елияшив тата унӑн священник тӑванӗсем ӗҫе тытӑнчӗҫ те Сурӑх хапхине туса лартрӗҫ: вӗсем ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ, алӑкӗсене лартрӗҫ, Меа пашнинчен пуҫласа Хананел пашни таранах тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ.
2
Вӗсен ҫывӑхӗнче Иерихон ҫыннисем хӳме хӳрӗҫ, кусемпе юнашар Имрий ывӑлӗ Закхур ӗҫлерӗ.
3
Пулӑ хапхине Сенаа ҫыннисем турӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.
4
Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ;
5
вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ.
6
Кивӗ хапхана Пасеах ывӑлӗ Иоиада тата Бесодия ывӑлӗ Мешуллам юсарӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.
7
Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Гаваон ҫынни Мелатия тата Мероноф ҫынни Иодан — юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑракан Гаваонпа Мицфа ҫыннисем — юсарӗҫ.
8
Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Харгаия ывӑлӗ Уззиил, ылтӑн-кӗмӗл ӑсти, юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Ханания, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗш тӑваканскерӗ, юсарӗ. Ҫапла Иерусалима Сарлака хӳме патне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ.
9
Вӗсен ҫумӗнчи хӳме сыпӑкне Хур ывӑлӗ Рефаия, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, юсарӗ.
10
Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка, хӑйӗн пӳрчӗпе тӗлме-тӗлех вырӑна, Харумаф ывӑлӗ Иедаия юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Хашавния ывӑлӗ Хаттуш юсарӗ.
11
Хӳмен тепӗр сыпӑкне Харим ывӑлӗ Малхия тата Пахаф-Моав ывӑлӗ Хашшув юсарӗҫ; Кӑмака пашнине те вӗсемех юсарӗҫ.
12
Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ.
13
Айлӑм хапхине Ханун тата Заноах ҫыннисем юсарӗҫ: вӗсем хапха турӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ; вӗсемех хӳмене пин чике тӑршшӗ, Тислӗк хапхи патне ҫитиччен, юсарӗҫ.
14
Тислӗк хапхине вара Малхия — Рехав ывӑлӗ, Бефкарем ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ.
15
Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ.
16
Неемия вара — Азбук ывӑлӗ, Бефцур ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ — хӳмен тепӗр сыпӑкне Давид тупӑклӑхӗ патне ҫитиччен, алтса тунӑ пӗвепе Паттӑрсен ҫурчӗ таран юсарӗ.
17
Ун ҫумӗнчи сыпӑка левитсем тӳрлетрӗҫ; Ваний ывӑлӗ Рехум юсарӗ; унпа юнашар Хашавия, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, хӑй ҫӗрӗшӗн ӗҫлерӗ.
18
Ун ҫумӗнчи сыпӑка вӗсен тӑванӗсем юсарӗҫ: вӗсене Хенанад ывӑлӗ Баввай, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, ертсе пычӗ.
19
Хӳмен тепӗр сыпӑкне — кӑрал ҫурчӗ патне улӑхакан тӗлти кӗтесе — Иисус ывӑлӗ Езер, Мицфа пуҫлӑхӗ, юсарӗ.
20
Ун ҫумӗнчи сыпӑка Забвай ывӑлӗ Варух юсарӗ, вӑл питех те тӑрӑшса ӗҫлерӗ — кӗтесрен пуҫласа аслӑ священник Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патне ҫитиччен юсаса тухрӗ.
21
Ун ҫумӗнчи сыпӑка, Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патӗнчен пуҫласа ҫурт вӗҫне ҫитиччен, Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ.
22
Ун ҫумӗнчи сыпӑка ҫав вырӑнта пурӑнакан священниксем юсарӗҫ.
23
Малалла Вениаминпа Хашшув хӑйсен ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗҫ; Азария вара — Анания ывӑлӗн Маасеян ывӑлӗ — хӑйӗн ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ.
24
Тата малалла, хӳмен тепӗр сыпӑкне, Азария ҫуртӗнчен пуҫласа кӗтеспе ҫул кукрине ҫитиччен, Хенадад ывӑлӗ Биннуй юсарӗ.
25
Узай ывӑлӗ Фалал кӗтес тӗлӗнче тата тӗрме картишӗ ҫумӗнчи патша ҫурчӗн — Тури ҫуртӑн — ҫӳллӗ пашни тӗлӗнче ӗҫлерӗ. Унран лерелле Парош ывӑлӗ Федаия ӗҫлерӗ.
26
Левитсене пулӑшакансем вара, Офелра пурӑнаканскерсем, тухӑҫ енчи Шыв хапхи тӗлне ҫитиччен, ҫӳллӗ пашне тӗлне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ.
27
Тата малалла, хӳмен тепӗр пайне, — пысӑк та ҫӳллӗ пашне патӗнчен пуҫласа Офел хӳмине ҫитиччен — Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ.
28
Лаша хапхинчен лерелле священниксем кашнийӗ харпӑр хӑй килӗ тӗлӗнче юсарӗ.
29
Вӗсенчен леререх Иммер ывӑлӗ Садок хӑй ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка вара Шехания ывӑлӗ Шамаия — тухӑҫ енчи хапха хуралҫи — юсарӗ.
30
Малалла, хӳмен тепӗр пайне, Шелемия ывӑлӗ Ханания тата Цалафӑн улттӑмӗш ывӑлӗ Ханун юсарӗҫ. Вӗсенчен леререх Берехия ывӑлӗ Мешуллам хӑй пӳлӗмӗ тӗлӗнче юсарӗ.
31
Ун ҫумӗнчи сыпӑка, левитсене пулӑшакансемпе сутуҫӑсен ҫурчӗ таран, кӗтесри пурӑнмалли ҫурт таран, Хурал хапхипе тӗлме-тӗл, Гацорфий ывӑлӗ Малхия юсарӗ.
32
Кӗтесри ҫуртпа Сурӑх хапхи хушшине ылтӑн-кӗмӗл ӑстисемпе сутуҫӑсем юсарӗҫ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13