bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 5
Nehemiah 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
1
Халӑх хушшинче пысӑк ӳпкелешӳ пуҫланчӗ, хӗрарӑмсем те хӑйсен иудей тӑванӗсене ӳпкелесе калаҫрӗҫ.
2
Ҫапла калакансем пулчӗҫ: эпир йышлӑн, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсем нумай; пирӗн тырӑ тупасчӗ, ҫӑкӑр ҫиесчӗ, чӗрӗ юласчӗ, терӗҫ.
3
Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: выҫӑпа аптӑраса, тырӑ тупмашкӑн эпир хамӑр уйсене, иҫӗм ҫырли пахчисене, хамӑр ҫуртсене саклата паратпӑр, терӗҫ.
4
Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: эпир патша хырҫине тӳлесе татма хамӑр уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисене саклата парса кивҫен кӗмӗл илетпӗр;
5
пирӗн ӳтӗмӗр те хамӑр тӑванӑмӑрсен ӳчӗсем пекех, пирӗн ывӑлӑмӑрсем те вӗсен ывӑлӗсем пекех, анчах пирӗн хамӑр ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсене чурана пама тивет, пирӗн хӗрӗмӗрсем хӑшӗ-пӗри пусмӑрлӑхра ӗнтӗ. Вӗсене тӳлесе илме аллӑмӑрта нимӗнле вӑй та ҫук; пирӗн уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем те урӑххисен аллинче, терӗҫ.
6
Вӗсем ҫапла ӳпкелешсе калаҫнине илтсессӗн, эпӗ питӗ тарӑхрӑм.
7
Чӗрем те пӑлханса кайрӗ манӑн, аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене эпӗ хытах ятласа каларӑм: эсир хӑвӑр тӑванӑрсенчен ытлашши илетӗр, терӗм. Вара вӗсене хирӗҫ пысӑк пуху пуҫтартӑм та
8
каларӑм: ытти халӑхсене сутнӑ хамӑр тӑванӑмӑрсене, иудейсене, эпир вӑй ҫитнӗ таран каялла тӳлесе илеттӗмӗр, эсир вара хӑвӑр тӑванӑрсене сутатӑр, вӗсем те хӑйсене хӑйсем сутаҫҫӗ, терӗм. Вӗсем шӑпӑртах тӑчӗҫ, хирӗҫ тавӑрса калама сӑмах тупаймарӗҫ.
9
Тата ҫапла каларӑм: лайӑх мар тӑватӑр эсир. Ытти халӑхсен, хамӑр тӑшмансен, мӑшкӑлӗ пулас мар тесессӗн, Туррӑмӑртан хӑрамалла мар-и сирӗн?
10
Эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, мана ӗҫлесе тӑракансем те вӗсене кивҫенле кӗмӗл тата тырӑ панӑ: ку парӑма хӑйсенчех хӑварӑпӑр.
11
Вӗсен уйӗсене, иҫӗм ҫырлипе ҫу йывӑҫӗсен пахчисене тата хӑвӑр кивҫенле панӑ кӗмӗлпе тырӑшӑн, эрехпе ҫушӑн тунӑ услама халех тавӑрса парӑр, терӗм.
12
Вара аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсем каларӗҫ: тавӑрса парӑпӑр, вӗсенчен нимӗн те ыйтмӑпӑр; эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр, терӗҫ. Эпӗ священниксене чӗнсе илтӗм те лешӗсене вӗсен умӗнче «мӗн каланине пурнӑҫлӑпӑр» тесе тупа тутартӑм.
13
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тумтирӗм аркине силлерӗм те каларӑм: ҫак сӑмаха тытман кирек хӑш ҫынна та Турӑ ҫапла силлетӗр, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен те, хуҫалӑхӗнчен те ҫапла силлесе илтӗр те, вӗсем пуш-пушӑ юлччӑр! терӗм. Пӗтӗм пуху: аминь, терӗ. Вара Турра мухтарӑмӑр; халӑх мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫларӗ.
14
Тата ҫакна калам: хама Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхне уйӑрса лартнӑ кунранпа, — Артаксеркс патшан ҫирӗммӗш ҫулӗнчен пуҫласа вӑтӑр иккӗмӗш ҫулӗччен, вуникӗ ҫул хушши, — эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те ҫӗр пуҫлӑхӗн ҫӑкӑрне ҫимен.
15
Ман умӗн пулнӑ ҫӗр пуҫлӑхӗсем халӑха йывӑрлӑх кӳнӗ, хӗрӗх сикль кӗмӗлсӗр пуҫне ҫынсенчен тата апат-ҫимӗҫпе эрех те илсе тӑнӑ; вӗсен тарҫисем те пулин халӑхпа хуҫаланнӑ. Эпӗ вара Турӑран хӑранӑран ун пек туман.
16
Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хӳме тӑвас ӗҫе чакма памарӑм; эпир уй-хир сутӑн илмен, манӑн тарҫӑсем те пурте хӳме юсама ҫӳренӗ.
17
Ман сӗтелӗм хушшине иудейсемпе пуҫлӑхсем ҫӗр аллӑ ҫын таран пуҫтарӑнатчӗҫ, вӗсемсӗр пуҫне пирӗн таврари халӑхсен ҫыннисем те килсех тӑратчӗҫ.
18
Пӗр кун валли акӑ мӗн-мӗн хатӗрленӗ: пӗр вӑкӑр, чи паха ултӑ сурӑх; кайӑк-кӗшӗк те хатӗрленӗ ман патӑмра; кашни вунӑ кунран тӗрлӗ йышши эрех ытлӑн-ҫитлӗн илсе килсе тӑнӑ. Ҫӗр пуҫлӑхне тивӗҫлӗ апат-ҫимӗҫ ыйтман эпӗ, мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӗҫ тӑвакан халӑха ахаль те йывӑрччӗ.
19
Туррӑм, эпӗ ҫак халӑх валли ырӑ тунине асна илсемччӗ!
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13