bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 7
Nehemiah 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
1
Хӳмене туса пӗтерсессӗн, хапха алӑкӗсене ҫакса тухсассӑн, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсене тата левитсене хӑйсен вырӑнне ӗҫе тӑратрӑмӑр.
2
Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та
3
вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр. Хуралҫӑсем хӑйсем тӑнӑ чухне алӑксене питӗрсе илсе хупӑ тытчӑр. Хурала Иерусалимра пурӑнакансене тӑратӑр, пӗрисем хулана хураллатчӑр, тепӗрисем хӑйсен килӗ-ҫурчӗ умӗнче тӑччӑр, терӗм.
4
Анчах хула пысӑк та анлӑччӗ, халӑхӗ унта сахалччӗ, ҫуртсем лартса ҫитерейменччӗ-ха.
5
Вара Туррӑм ирӗкӗпе манӑн чӗремре халӑх йышне шута илес шухӑш ҫуралчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене, пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм. Эпӗ тыткӑнран чи малтан таврӑннисенӗн йӑх-кӑк ҫырӑвне тупрӑм, унта ҫапла ҫырнӑччӗ:
6
акӑ тыткӑнран таврӑннӑ ҫынсем, вӗсене тыткӑна Вавилон патши Навуходоносор хӑваласа кайнӑччӗ; вӗсем ӗнтӗ Иерусалима, Иудейӑна, — кашнийӗ хӑйӗн хулине таврӑнчӗҫ,
7
вӗсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнӗ. Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ:
8
Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;
9
Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗ;
10
Арах ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ иккӗ;
11
Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вунсаккӑр;
12
Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ;
13
Заффу ывӑлӗсем — сакӑрҫӗр хӗрӗх пиллӗк;
14
Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл;
15
Биннуй ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑр;
16
Бевай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм саккӑр;
17
Азгад ывӑлӗсем — икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗ;
18
Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ҫиччӗ;
19
Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр ҫиччӗ;
20
Адин ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ пиллӗк;
21
Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун саккӑр;
22
Хашум ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм саккӑр;
23
Вецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм тӑваттӑ;
24
Хариф ывӑлӗсем — ҫӗр вуниккӗ;
25
Гаваон ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пиллӗк;
26
Вифлеемпе Нетофа ҫыннисем — сакӑрвун саккӑр;
27
Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм саккӑр;
28
Беф-Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх иккӗ;
29
Кариаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ;
30
Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗрре;
31
Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗ;
32
Вефиль тата Гай ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗ;
33
тепӗр Нево ҫыннисем — аллӑ иккӗ;
34
тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ;
35
Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм;
36
Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пиллӗк;
37
Лод, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пӗрре;
38
Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те тӑхӑрҫӗр вӑтӑр;
39
священниксем, Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын;
40
Иммер ывӑлӗсем — пин те пилӗкҫӗр иккӗ;
41
Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫиччӗ;
42
Харим ывӑлӗсем — пин те вунҫиччӗ.
43
Левитсем: Иисус ывӑлӗсем — Годева ӑрӑвӗнчен тухнӑ Кадмиил тӑхӑмӗсем — ҫитмӗл тӑваттӑ.
44
Юрӑҫсем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр хӗрӗх саккӑр.
45
Хапха хуралҫисем: Шаллум ывӑлӗсем, Атер ывӑлӗсем, Талмон ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем, Хатита ывӑлӗсем, Шовай ывӑлӗсем — ҫӗр вӑтӑр саккӑр.
46
Левитсене пулӑшакансем: Циха ывӑлӗсем, Хасуфа ывӑлӗсем, Табаоф ывӑлӗсем,
47
Кирос ывӑлӗсем, Сия ывӑлӗсем, Фадон ывӑлӗсем,
48
Левана ывӑлӗсем, Хагава ывӑлӗсем, Салмай ывӑлӗсем,
49
Ханан ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем, Гахар ывӑлӗсем,
50
Реаия ывӑлӗсем, Рецин ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем,
51
Газзам ывӑлӗсем, Узза ывӑлӗсем, Пасеах ывӑлӗсем,
52
Весай ывӑлӗсем, Меуним ывӑлӗсем, Нефишсим ывӑлӗсем,
53
Ваквук ывӑлӗсем, Хакуфа ывӑлӗсем, Хархур ывӑлӗсем,
54
Вацлиф ывӑлӗсем, Мехида ывӑлӗсем, Харша ывӑлӗсем,
55
Варкос ывӑлӗсем, Сисара ывӑлӗсем, Фамах ывӑлӗсем,
56
Нециах ывӑлӗсем, Хатифа ывӑлӗсем.
57
Соломон чурисен ывӑлӗсем: Сотай ывӑлӗсем, Софереф ывӑлӗсем, Ферида ывӑлӗсем,
58
Иаала ывӑлӗсем, Даркон ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем,
59
Сафатия ывӑлӗсем, Хаттил ывӑлӗсем, Похереф — Гацеваим ывӑлӗсем, Амон ывӑлӗсем.
60
Левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем — пурӗ виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.
61
Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херув-Аддон тата Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах вӗсем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем:
62
Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын.
63
Тата священниксенчен: Ховаия ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем — ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
64
Вӗсем хӑйсен йӑх-кӑк ҫырӑвне шыранӑ та — тупайман, ҫавӑнпа вӗсене священниксен йышӗнчен кӑларнӑ.
65
Вара ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗ вӗсене ҫак ӗҫе священник урим тата туммим тытса татса памасӑр аслӑ та сӑваплӑ парнене ҫиме каламарӗ.
66
Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ;
67
кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын.
68
Вӗсен тӑватҫӗр вӑтӑр пилӗк тӗвепе ултӑ пин те ҫичҫӗр ҫирӗм пуҫ ашак пулнӑ.
69
Хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем ӗҫ тума пурлӑх пачӗҫ. Ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗ вара Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне пин драхма ылтӑн, аллӑ савӑт тата священниксем валли пилӗкҫӗр вӑтӑр тум хыврӗ.
70
Ӑру пуҫлӑхӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ ӗҫ тума ҫирӗм пин драхма ылтӑн, икӗ пин те икҫӗр мина кӗмӗл хыврӗ.
71
Ытти ҫынсем ҫирӗм пин драхма ылтӑн, икӗ пин мина кӗмӗл тата священниксем валли утмӑл ҫичӗ тум пачӗҫ.
72
Вара священниксем, левитсем, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем хӑйсен хулисенче, ытти израильсем хӑйсен хулисенче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
73
Ӗнтӗ ҫиччӗмӗш уйӑхра пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйсен хулисенче пурӑннӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13