bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 13
Nehemiah 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
1
Ҫав кун Моисей кӗнекине халӑх валли сасӑпа вуланӑ чухне ҫапла ҫырнине тӗл пулнӑ: «Аммон ҫынни, Моав ҫынни ӗмӗрне те Турӑ халӑхӗн йышне кӗреймӗ,
2
мӗншӗн тесессӗн вӗсем Израиль ывӑлӗсене ҫӑкӑрпа-шывпа кӗтсе илмен, вӗсене хирӗҫ тӑрса ылханмашкӑн Валаама тара тытнӑ, анчах пирӗн Туррӑмӑр ылхана пиллӗхе ҫавӑрчӗ» тенӗ кӗнекере.
3
Ҫак саккуна илтсессӗн, вӗсем ют йӑхсемпе мӗн ҫыхӑннине пурне те Израильрен уйӑрнӑ.
4
Унччен маларах вара Туррӑмӑр Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсене пӑхса тӑма шаннӑ Елиашив священник, Товия хурӑнташӗ,
5
Товияна пысӑк пӳлӗм хатӗрлесе панӑ, унччен ҫав пӳлӗмре тырӑ-пулӑ парни, латӑн, савӑт-сапа тытнӑ пулнӑ, левитсене, юрӑҫсене тата хапха хуралҫисене саккун тӑрӑх тивӗҫекен вуннӑмӗш пая та — тырпулӑн, эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне — ҫавӑнта хунӑ пулнӑ; священниксем валли илсе килнӗ пая та ҫавӑнтах хурса тӑнӑ.
6
Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
7
Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм,
8
ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм,
9
пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.
10
Тата ҫакна та пӗлтӗм эпӗ: левитсене вӗсен пайне памаҫҫӗ иккен, хӑйсен ӗҫне туса пурӑннӑ левитсемпе юрӑҫсем вара кашниех хӑйӗн ҫӗрне тара-тара кайнӑ-мӗн.
11
Ҫакӑншӑн эпӗ пуҫлӑхсене хытах ятларӑм: мӗншӗн Турӑ Ҫуртне юхӑнтарса янӑ? терӗм. Вара пӑрахса кайнисене пуҫтартӑм та хӑйсен вырӑнне лартса тухрӑм.
12
Ӗнтӗ иудейсем пурте пурлӑх управӑшӗсене тырӑпа эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне кӳрсе тӑма пуҫларӗҫ.
13
Вара пурлӑх управӑшӗсене пӑхса тӑма Шелемия священника, Садок кӗнекеҫӗне, Федаия левита лартрӑм, Ханана — Матфания ывӑлӗн Закхурӑн ывӑлне — вӗсене пулӑшса тӑраканӗ турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем шанчӑклӑ ҫынсем шутланатчӗҫ. Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене пай валеҫсе парса тӑмаллаччӗ.
14
Эй Туррӑм, мана ҫакӑншӑн асна илсемччӗ, Туррӑм Ҫурчӗшӗн, унта тумалли ӗҫсемшӗн эпӗ епле тӑрӑшнине, тимленине манӑҫа ан хӑварсамччӗ!
15
Ҫав кунсенче эпӗ Иерусалимра шӑматкун та юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли тӗшӗрнине, кӗлте турттарнине, ашаксем ҫине эрех, иҫӗм ҫырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима иле-иле кайнине куртӑм. Ҫав кунхине апат-ҫимӗҫ сутакансене эпӗ ҫавӑн чухнех хытӑ асӑрхаттартӑм.
16
Иерусалимра пурӑнакан Тир ҫыннисем пулӑ тата ытти тавар иле-иле килсе шӑматкун Иерусалимра Иудея ҫыннисене сутатчӗҫ.
17
Эпӗ вара ятлӑ-сумлӑ иудейсене хытах асӑрхаттартӑм: мӗншӗн эсир усал ӗҫ тӑватӑр, шӑматкуна ирсӗрлететӗр?
18
Аҫӑрсем те ҫапла туман-и-ха? ҫавӑншӑн мар-и-ха Туррӑмӑр пирӗн ҫине, ҫак хула ҫине синкер-сехмет янӑ? Эсир вара шӑматкуна ирсӗрлетсе Израиль ҫине тата вӑйлӑрах ҫилӗ ҫитеретӗр, терӗм.
19
Ҫакӑн хыҫҫӑн шӑматкун умӗн, Иерусалим хапхисем умӗнче тӗттӗмленсен, эпӗ алӑксене питӗрсе илме хушрӑм, вӗсене шӑматкун иртсе кайиччен ан уҫӑр терӗм. Шӑматкун нимӗнле ҫӗклем те хулана ан кӗрейтӗр тесе хам тарҫӑмсене те хапхасем умне тӑратрӑм.
20
Пӗр-икӗ хутчен вара тӗрлӗ тавар сутакансемпе улшуҫсем Иерусалим тулашӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.
21
Ӗнтӗ эпӗ вӗсене хытах каларӑм: мӗншӗн эсир хӳме ҫумӗнче ҫӗр каҫатӑр? Тата тепре ҫапла тусассӑн, эпӗ сире вӑйпах хӑваласа ярӑп, терӗм. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем шӑматкун килме пӑрахрӗҫ.
22
Вара шӑматкун тасалӑхне уямашкӑн эпӗ левитсене кӗлтуса тасалма, ун хыҫҫӑн хапхасем умӗнче хуралта тӑма хушрӑм. Эй Туррӑмҫӑм, ҫакӑншӑн асна илсемччӗ мана, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсемччӗ мана!
23
Тата ҫав кунсенче эпӗ Азот, Аммон, Моав хӗрӗсене качча илнӗ иудейсене куртӑм:
24
ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен ҫур ачи-пӑчи азотла е урӑх халӑх чӗлхипе калаҫать, иудейла калаҫма пӗлмест.
25
Ҫав упӑшкасене ҫакӑншӑн ятларӑм эпӗ, ылхантӑм, хӑшне-пӗрне хӗнерӗм те, ҫӳҫрен тӑпӑлтартӑм. Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.
26
Соломон, Израиль патши, ҫапла ҫылӑха кӗменччӗ-и-ха? Тӗрлӗ халӑхсем хушшинче ун пек патша пулман. Ӑна Турӑ юратнӑ, Турӑ ӑна пӗтӗм Израиль патшине лартнӑ, анчах ют ҫӗртен илнӗ арӑмӗсем ӑна та ҫылӑха кӗртнӗ.
27
Халӗ ӗнтӗ пирӗн эсир те ҫавӑн пек усалран та усал ӗҫ туни ҫинчен, ют ҫӗр арӑмӗсемпе пурӑнса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗни ҫинчен илтсе тӑмалла-и? терӗм.
28
Иоиада аслӑ священникӑн Елиашивӑн ывӑлӗччӗ. Унӑн пӗр ывӑлӗ Хорон ҫыннин Санаваллатӑн хӗрне качча илнӗччӗ. Эпӗ ӑна ҫак вырӑнтан хӑваласа ятӑм.
29
Эй Туррӑмҫӑм, астутар вӗсене: вӗсем священник ятне, священниксемпе левитсем хывнӑ халала вараларӗҫ.
30
Ҫапла эпӗ вӗсене ютпа мӗн ҫыхӑннинчен пӗтӗмпех тасатрӑм, кашни ҫыннине хӑй вырӑнне тӑратса, священниксемпе левитсен Турӑ умӗнчи ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫласа ятӑм,
31
каласа хунӑ вӑхӑтра вутӑ, малтанхи ҫимӗҫе кӳрсе тӑрассине те йӗркелерӗм. Эй Туррӑмҫӑм, эпӗ ырӑ тунине асна илсемччӗ!
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13