bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 9
Nehemiah 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
1
Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
2
Израиль йӑхӗ пур ют йӑхран та уйӑрӑлчӗ; вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче тӑрса хӑйсен ҫылӑхӗсенчен тата ашшӗсенӗн усал ӗҫӗсенчен ӳкӗнчӗҫ.
3
Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.
4
Левитсен ҫӳллӗ вырӑнне Иисус, Ваний, Кадмиил, Шевания, Вунний, Шеревия, Ваний, Хенани хӑпарса тӑчӗҫ те хыттӑн кӑшкӑрса хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнчӗҫ.
5
Иисус, Кадмиил, Ваний, Хашавния, Годия, Шевания, Петахия левитсем ҫапла каларӗҫ: тӑрӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑра аслӑлӑр! Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна, темӗнле мухтавран та, темӗнле чапран та аслӑ ятна, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтавлаччӑр!
6
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пӗртен-пӗрре. Эсӗ тӳпене, тӳпенӗн тӳпине, унти пӗтӗм вӑй-хӑвата пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине, тинӗссемпе унта мӗн пуррине пултарнӑ, Эсӗ ҫакна пурне те чӗрӗлӗх парса тӑратӑн, Сана ҫӳлти ҫарсем пуҫҫапаҫҫӗ.
7
Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ,
8
вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ. Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна вырӑна килтернӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — тӳрӗ.
9
Эсӗ пирӗн аттемӗрсем Египетра хӗн-хур тӳснине курнӑ, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вӗсем епле кӑшкӑрса йӗнине илтнӗ,
10
вӗсене епле мӑшкӑлланине пӗлсе, Эсӗ фараона, унӑн пӗтӗм чурине, ун ҫӗрӗнчи пӗтӗм халӑха хӑват паллисемпе кӗтретсем кӑтартнӑ — ҫапла Хӑвӑн ятна ӗмӗрлӗхе чапа кӑларнӑ.
11
Эсӗ пирӗн аттемӗрсем умӗнче тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, ӗнтӗ вӗсем тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ, тарӑн шыва чул ывӑтнӑ евӗр, вӗсене хӑвалакансене Эсӗ тӗпсӗр авӑра пӑрахнӑ.
12
Вӗсен каяс ҫулне кӑтартса, Эсӗ кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.
13
Эсӗ Синай тӑвӗ ҫине аннӑ, вӗсемпе тӳперен калаҫнӑ, вӗсене тӳрӗ саккунсем, тӗрӗс хушусем, ырӑ йӗркесемпе ӳкӗтсем панӑ.
14
Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сӑваплӑ шӑматкуну ҫинчен пӗлтернӗ, Хӑвӑн Моисей чуру урлӑ вӗсене ӳкӗтсем, йӗркесем тата саккунсем панӑ.
15
Выҫӑхсассӑн, вӗсем валли тӳперен ҫӑкӑр ярса тӑнӑ, ӑшӗсем хыпнӑ чухне чулран шыв кӑларса панӑ, вӗсене еткерлӗх ҫӗре — Эсӗ аллуна ҫӗклесе вӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре — кайма хушнӑ.
16
Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен;
17
пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ. Анчах та Эсӗ — каҫарма юратакан, ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Эсӗ вӗсене пӑрахман.
18
Вӗсем пӑру кӗлетки шӑратса кӑларса: «акӑ сана Египетран илсе тухнӑ турру!» тенӗ пулин те, — ҫакӑн пек хӑрушла ирсӗр ӗҫ хыҫҫӑн та, —
19
Эсӗ тем тӗрлӗ хӗрхенекен кӑмӑлупа вӗсене пушхирте пӑрахса хӑварман; вӗсене ҫулпа ертсе пымашкӑн кӑнтӑрла вӗсенчен пӗлӗт юпа уйрӑлман, вӗсен каяс ҫулне ҫутатса пымашкӑн ҫӗрле вӗсенчен вут юпа ҫухалман.
20
Вӗсене вӗрентсе-ертсе пымашкӑн Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ырӑ Сывлӑшна панӑ, вӗсене манна ҫитерсе тӑнӑ, ӑшӗсем хыпнӑ чухне шыв парса тӑнӑ.
21
Эсӗ вӗсене пушхирте хӗрӗх ҫул тӑрантарнӑ; вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен; вӗсен тумтирӗ те ҫӗтӗлмен, ури те шӑйрӑлман.
22
Эсӗ вӗсене патшалӑхсемпе халӑхсем панӑ, инҫетри ҫӗрсене вӗсен чикки тунӑ, Ог ҫӗрне — Васан патшийӗн ҫӗрне — туртса илнӗ.
23
Эсӗ вӗсен ывӑлӗсене тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ тунӑ, вӗсене Эсӗ ашшӗсене пама пулнӑ, «эсир ҫак ҫӗре илетӗр» тенӗ ҫӗршыва илсе ҫитернӗ.
24
Ывӑлӗсем килнӗ те ҫӗре хӑйсен аллине илнӗ. Санӑн ирӗкӳпе вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, ханаансене, парӑнтарнӑ, Эсӗ унти патшасене, ҫавӑнти халӑхсене вӗсен аллине ӳкернӗ, израильсем вӗсемпе хӑйсене кирлӗ пек хуҫаланнӑ.
25
Вӗсем ӗнтӗ тӗреклӗлетнӗ хуласемпе пулӑх ҫӗре вырӑнаҫнӑ, тӗрлӗ пурлӑхпа тулнӑ ҫуртсем, чул хушшинче алтнӑ пусӑсем, иҫӗм ҫырлипе ҫу йывӑҫӗн пахчисем, паха ҫимӗҫ кӳрекен сатсем вӗсен аллине куҫнӑ. Эсӗ пысӑк ырӑлӑх панипе вӗсем тӑраниччен ҫинӗ, самӑрланнӑ, киленнӗ;
26
анчах вӗсем чурӑсланнӑ, Сана хирӗҫ тӑнӑ: Санӑн саккунна уяман, Санӑн пророкусене — хӑйсене вӗрентнӗ-ӳкӗтленӗ, Сан енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ пророксене — вӗлернӗ.
27
Вара Эсӗ вӗсене хӑйсене пусмӑрлакан тӑшманӗсен аллине ӳкернӗ. Анчах ҫавӑн чухне, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра, вӗсем Сана тархасланӑ та — Эсӗ вӗсене тӳперен итленӗ, питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсене Эсӗ хӑтаракансем яра-яра панӑ; кусем вӗсене тӑшманӗсен аллинчен хӑтарса тӑнӑ.
28
Лӑпланса ҫитсессӗн, вӗсем Сан умӑнта каллех усал ӗҫ тума пуҫланӑ, вара Эсӗ вӗсене тӑшманӗсен аллине панӑ, лешӗсем ӗнтӗ вӗсемпе хуҫаланнӑ. Вӗсем каллех Сана тархасланӑ — Эсӗ вӗсене тӳперен итленӗ, питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсене нумай хутчен ҫӑла-ҫӑла хӑварнӑ.
29
Эсӗ вӗсене астутарсах тӑнӑ: Хӑвӑн саккуну енне ҫаврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах вӗсем чурӑсланса Санӑн ӳкӗтӳсене уяман, Эсӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑннӑ — пурӑнас тесессӗн, этемӗн Санӑн саккунна пурнӑҫламалла-ҫке! Вӗсем вара чӑрсӑрланнӑ, чурӑсланнӑ, итлесшӗн пулман.
30
Вӗсем улӑшӑнасса Эсӗ нумай ҫул кӗтнӗ, Хӑвӑн пророкусем урлӑ Хӑвӑн Сывлӑшупа астутарсах тӑнӑ, анчах вӗсем итлемен. Вара Эсӗ вӗсене ют халӑхсен аллине ӳкернӗ.
31
Питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнипе Эсӗ вӗсене тӗппипех пӗтермерӗн, вӗсене пӑрахмарӑн, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — ырӑ, хӗрхенекен Турӑ.
32
Эй Туррӑмӑр, аслӑ та хӑватлӑ, хӑрушӑ Туррӑмӑр! Хӑвӑн халална асӑнта тытакан Туррӑмӑр! Эпир тӳснӗ асап — Ассири патшисен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи куна ҫитиччен тӳснӗ асап, пирӗн патшасене, аслӑ ҫынсене, священниксене, пророксене, аттемӗрсене, Санӑн пӗтӗм халӑхна ҫитнӗ асап — Сан умӑнта сахал пек ан курӑнтӑрччӗ.
33
Пире ҫитнӗ хӗн-асапра Эсӗ тӳрӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ тӳрӗлӗхпе тунӑ, эпир вара — айӑплӑ.
34
Пирӗн патшасем, аслӑ ҫынсем, священниксем, пирӗн аттемӗрсем Санӑн саккунна пурӑнӑҫламан, Санӑн ӳкӗтӳсене, Эсӗ астутарса тӑнине итлемен.
35
Эсӗ, питех те ырӑ пулнипе, вӗсене патшалӑх панӑ, анлӑ та пулӑхлӑ ҫӗр панӑ, анчах вӗсем унта та Саншӑн ӗҫлемен, хӑйсен усал ӗҫӗсене пӑрахман.
36
Акӑ халӗ чурасем эпир; Эсӗ пирӗн аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче унӑн паха ҫимӗҫӗпе, унӑн ырӑлӑхӗпе тӑранса пурӑнас вырӑнне эпир чураланса пурӑнатпӑр.
37
Хамӑр ҫылӑхсемшӗн Эсӗ пире ют патшасене пӑхӑнтартӑн, халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫӗр хӑйӗн тулӑх ҫимӗҫне ҫавсене парса тӑрать. Вӗсем пирӗн ӳтпе те, пирӗн выльӑх-чӗрлӗхпе те хуҫаланаҫҫӗ, — эпир хӑрушла хӗн-хур айӗнче пурӑнатпӑр.
38
Ҫавӑнпа та эпир ҫырсах килӗшӳ турӑмӑр, ӑна пирӗн аслӑ ҫынсем, левитсем тата священниксем алӑ пуссах, пичет хурсах ҫирӗплетрӗҫ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13