bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 8
Nehemiah 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
1
Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.
2
Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче Ездра священник унта пухӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умне саккун илсе тухрӗ;
3
вара Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав кӗнекене вуларӗ; пӗтӗм халӑх хӑлхине тайса саккун кӗнекине тимлерӗ.
4
Ездра кӗнекеҫӗ ҫакна валли йывӑҫран ятарласа тунӑ ҫӳллӗ вырӑнта тӑчӗ, сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Шема, Анаия, Урия, Хелкия тата Маасея, сулахай енче Федаия, Мисаил, Малхия, Хашум, Хашбаддана, Захария тата Мешуллам тӑчӗҫ.
5
Ҫӳллӗ вырӑнта тӑракан Ездра саккун кӗнекине уҫрӗ, ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑчӗ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ чухне пӗтӗм халӑх ура ҫине ҫӗкленчӗ.
6
Ездра: аслӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мухтавлӑ! терӗ. Пӗтӗм халӑх алӑсене ҫӳлелле ҫӗклесе: «аминь, аминь» терӗ, — ӗнтӗ ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӗҫ.
7
Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата левитсем халӑха саккуна ӑнлантара-ӑнлантара пачӗҫ, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен вырӑнӗнчех тӑчӗҫ.
8
Кӗнекене, Турӑ саккунне, пурте илтмелле уҫӑмлӑн вуларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах мӗн вуланине ӑнлантарса пычӗҫ, халӑх мӗн вуланине ӑнланса тӑчӗ.
9
Вара Неемия пуҫлӑх, Ездра кӗнекеҫӗ, священник тата халӑха вӗрентекен левитсем пӗтӗм халӑха каларӗҫ: паянхи кун — Ҫӳлхуҫа Туррӑра халалланӑ кун вӑл; ан хуйхӑрӑр, ан йӗрӗр, терӗҫ, — ӗнтӗ пӗтӗм халӑх саккун сӑмахӗсене йӗрсе итлесе тӑратчӗ.
10
Неемия каларӗ: ӗнтӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ! Ан кулянӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнни — сирӗн тӗрекӗр, терӗ.
11
Левитсем те халӑха лӑплантарчӗҫ: чарӑнӑр, ку — сӑваплӑ кун, ан хурланӑр, терӗҫ.
12
Вара пӗтӗм халӑх ӗҫме-ҫиме саланчӗ, нимӗн те хатӗрлейменнисене пай яра-яра пачӗҫ, тем тӗрлӗ савӑнса уявларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн халӑх хӑйне каланӑ сӑмахсене ӑнланчӗ.
13
Тепӗр кунне пӗтӗм ӑру пуҫлӑхӗсем, священниксем, левитсем саккун сӑмахӗсене тишкерме Ездра кӗнекеҫӗ патне пуҫтарӑнчӗҫ.
14
Ҫавӑн чухне вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ саккунра Израиль ывӑлӗсен ҫиччӗмӗш уйӑхра, уяв кунӗсенче, хӳшӗре пурӑнмалла тесе ҫырнине тупрӗҫ.
15
Вара хӑйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та ҫапла пӗлтерсе тухрӗҫ: сӑрт-ту ҫине кайӑр та хӳшӗ уявне саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек ирттерме сатра тата вӑрманта ӳсекен ҫу йывӑҫҫисен турачӗсене, миртпа пальма турачӗсене, сарлака ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ турачӗсене касса килӗр, терӗҫ.
16
Ӗнтӗ халӑх кайса турат тултса тултарчӗ те, кашнийӗ хӑй ҫурчӗ тӑрринче, хӑйӗн картишӗнче, Турӑ Ҫурчӗн картишӗсенче, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта, Ефрем хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта хӳшӗ тӑва-тӑва лартрӗ.
17
Тыткӑнран таврӑннӑ халӑх хӳшӗ туса тултарчӗ те хӳшӗсенче пурӑнчӗ. Нав ывӑлӗ Иисус пурӑннӑ вӑхӑтранпа та Израиль ывӑлӗсем ҫапла туман. Тем тӗрлӗ савӑнӑҫ ҫитрӗ!
18
Турӑ саккунӗн кӗнекине кашни кунах — малтанхи кунран пуҫласа юлашки кунчченех — вуларӗҫ. Ҫичӗ кун хушши уяв турӗҫ, саккӑрмӗш кунхине вара, йӗрке тӑрӑх, чаплӑ пуху ирттерчӗҫ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13