bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 2
Nehemiah 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
1
Ку Артаксеркс патша ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, нисан уйӑхӗнче, пулса иртрӗ. Эпӗ патшана эрех тултарса патӑм. Патша унччен нихӑҫан та эпӗ хурлӑхлӑ пулнине курманччӗ.
2
Патша мана каларӗ: мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн? Ҫук, эсӗ чирлӗ мар, сана темӗскер канӑҫ памасть пулмалла, терӗ. Эпӗ хӑрасах ӳкрӗм те
3
патшана каларӑм: ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр патша! Хуламӑм, аттемсен тупӑкӗсен килӗ, юхӑнса юлнӑ пулсассӑн, хула хапхисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ пулсассӑн, епле хурлӑхлӑ ан пултӑр-ха сӑнӑм? терӗм.
4
Патша мана: мӗн кирлӗ сана? терӗ. Эпӗ ҫӳлти Турра кӗлтурӑм та
5
патшана каларӑм: патшашӑн кӑмӑллӑ пулсассӑн, санӑн умӑнта чуру ырӑлӑх тупрӗ пулсассӑн, мана Иудейӑна — аттемсен тупӑкӗсен хулине — ярсамччӗ, эпӗ ӑна юсаса тирпее кӗртем, терӗм.
6
Вара патша, — ун ҫумӗнче майра патша ларатчӗ, — каларӗ мана: эсӗ нумайлӑха каясшӑн-и, хӑҫан таврӑнатӑн? терӗ. Ҫапла патша мана яма килӗшрӗ. Эпӗ вӑхӑтне палӑртрӑм.
7
Каларӑм: патшанӑн кӑмӑлӗ пулсассӑн, вӑл мана юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсене кӑтартма ҫырусем ҫырса патӑрччӗ: ҫапла вӗсем мана Иудейӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитсе ӳкме паччӑр, терӗм,
8
ҫавӑн пекех патша вӑрманӗсене пӑхса тӑракан Асаф валли ҫырнӑ ҫыру та пултӑрччӗ: вӑл мана Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи керем хапхи валли, хула хӳми валли тата хам пурӑнас ҫурт валли йывӑҫ патӑрччӗ, терӗм. Патша мана ҫав ҫырусене ҫырса пачӗ, мӗншӗн тесессӗн ман ҫинче ӗнтӗ Туррӑмӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли тӑнӑ.
9
Вара эпӗ юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсем патне кайрӑм, вӗсене патша ҫырӑвӗсене патӑм. Патша манпа пӗрле темиҫе ҫарпуҫ тата утлӑ ҫар ҫыннисем янӑччӗ.
10
Хорон ҫынни Санаваллат тата аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, ҫакна илтсессӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын килнӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗҫ.
11
Ҫапла вара эпӗ Иерусалима ҫитрӗм. Унта виҫӗ кун пурӑнсассӑн
12
хамӑн темиҫе ҫыннӑмпа пӗрле ҫӗрле тӑрса тухрӑм, Туррӑм хушнипе чӗремре Иерусалим валли мӗнле ӗҫ тума шухӑшласа хунине никама та каламарӑм; хам ларса пыракан ашаксӑр пуҫне пирӗн урӑх выльӑх ҫукчӗ.
13
Ҫапла ҫӗрле, Айлӑм хапхи витӗр тухса, Аҫтаха ҫӑлкуҫӗ еннелле кайрӑм, Тислӗк хапхи патне ҫитрӗм, Иерусалимӑн ишӗлнӗ хӳмине, вутпа ҫунтарса янӑ хапхисене пӑхса ҫаврӑнтӑм.
14
Ҫӑлкуҫ хапхипе Патша кӳлли патне ҫитрӗм, анчах ку вырӑнтан юлан кайма май пулмарӗ те,
15
эпӗ лапампа каялла хӑпартӑм, хӳмене пӑхса ҫаврӑнтӑм та каллех, Айлӑм хапхи витӗр иртсе, каялла таврӑнтӑм.
16
Пуҫлӑхра тӑракансем эпӗ ӑҫта ҫӳренине, мӗн тунине пӗлеймесӗрех юлчӗҫ: иудейсене те, священниксене те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, пуҫлӑхсене те, ыттисене те — ҫав ӗҫе тӑвасскерсене — эпӗ ҫак таранччен нимӗн те каламанччӗ.
17
Ӗнтӗ вӗсене каларӑм: хӑвӑрах куратӑр, мӗн тери синкер-сехмет тӳсетпӗр эпир: Иерусалим пуш-пушӑ, ун хапхисене ҫунтарса янӑ; тытар та Иерусалим хӳмине туса лартар, малашне ҫапла мӑшкӑл курса пурӑнар мар, терӗм.
18
Эпӗ вӗсене Туррӑм маншӑн кӑмӑллӑ пулнине тата патша хама мӗн каланине те каласа патӑм. Вӗсем: тытӑнас! терӗҫ, ӗнтӗ аллисене ырӑ ӗҫ тума тӗреклӗлетрӗҫ.
19
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Хорон ҫынни Санаваллат, аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, Арави ҫынни Гешем пирӗнтен кулчӗҫ, йӗрӗнсе каларӗҫ: мӗн ӗҫ тӑватӑр вара эсир? Патшана хирӗҫ ҫӗкленес теместӑр-и капла? терӗҫ.
20
Эпӗ вӗсене хуравласа каларӑм: Ҫӳлти Турӑ пире пулӑшма васкать, эпир ӗнтӗ, Унӑн чурисем, хуламӑра юсама тытӑнӑпӑр, сирӗн вара Иерусалимра пай та, ирӗк те, тивӗҫ те ҫук, терӗм.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13