bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nehemiah 11
Nehemiah 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
1
Халӑх пуҫлӑхӗсем ӗнтӗ Иерусалимра пурӑнчӗҫ, ыттисем вара шӑпа ячӗҫ: вунӑ ҫынран пӗри сӑваплӑ хулана Иерусалима пурӑнма вырӑнаҫрӗ, тӑххӑрӑшӗ урӑх хуласенче юлчӗ.
2
Хӑйсен ирӗкӗпе Иерусалимра пурӑнма килӗшнисене вара халӑх пиллерӗ.
3
Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем:
4
Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ. Иуда ывӑлӗсенчен: Уззия ывӑлӗ Афаия, — Уззия вара — Захария ывӑлӗ, Захария — Амария ывӑлӗ, Амария — Сафатия ывӑлӗ, Сафатия — Мелелеил ывӑлӗ, Мелелеил — Фарес тӑхӑмӗ;
5
Варух ывӑлӗ Маасея, — Варух вара — Колхозей ывӑлӗ, Колхозей — Хазаия ывӑлӗ, Хазаия — Адаия ывӑлӗ, Адаия — Иоиарив ывӑлӗ, Иоиарив — Захария ывӑлӗ, Захария — Шела тӑхӑмӗ.
6
Иерусалимра пурӑннӑ Фарес ывӑлӗсем мӗнпурӗ тӑватҫӗр утмӑл саккӑрӑн, пурте паттӑр ҫынсем пулнӑ.
7
Акӑ Вениамин ывӑлӗсем: Мешуллам ывӑлӗ Саллу, — Мешуллам вара — Иоед ывӑлӗ, Иоед — Федаия ывӑлӗ, Федаия — Колаия ывӑлӗ, Колаия — Маасея ывӑлӗ, Маасея — Ифиил ывӑлӗ, Ифиил — Исаия ывӑлӗ;
8
Саллупа пӗрле тата Габбай, Саллай — тӑхӑрҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн.
9
Иоиль, Зихри ывӑлӗ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, Иуда вара, Сенуа ывӑлӗ, хулара иккӗмӗш ҫын пулнӑ.
10
Священниксенчен: Иоиарив ывӑлӗ Иедаия, Иахин,
11
Турӑ Ҫуртӗнчи пуҫлӑх Хелкия ывӑлӗ Сераия, — Хелкия вара — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ.
12
Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, вӗсен тӑванӗсем — пурӗ сакӑрҫӗр ҫирӗм иккӗн; Иерохам ывӑлӗ Адаия, — Иерохам вара — Фелалия ывӑлӗ, Фелалия — Амций ывӑлӗ, Амций — Захария ывӑлӗ, Захария — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ, —
13
тата унӑн тӑванӗсем, ӑрупуҫӗсем — икҫӗр хӗрӗх иккӗн; тата Азариил ывӑлӗ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывӑлӗ, Ахзай — Мешиллемоф ывӑлӗ, Мешиллемоф — Иммер ывӑлӗ, —
14
тата унӑн тӑванӗсем, паттӑр ҫынсем — ҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн. Вӗсен пуҫлӑхӗ Гагедолим ывӑлӗ Завдиил пулнӑ.
15
Левитсенчен: Хашшув ывӑлӗ Шемаия, — Хашшув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Вунний ывӑлӗ, —
16
Шавфай тата Иозавад, Турӑ Ҫурчӗн тулашри ӗҫӗсен пуҫлӑхӗсем,
17
Миха ывӑлӗ Матфания, — Миха вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Асаф ывӑлӗ; кӗлӗ тунӑ чухне Матфания мухтав юрри юрлакансенчен чи асли пулнӑ; ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ унӑн тӑванӗ Бакбукия пулнӑ; тата Шаммуй ывӑлӗ Авда, — Шаммуй вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ.
18
Сӑваплӑ хулара левитсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун тӑваттӑн пулнӑ.
19
Хапха хуралҫисем вара: Аккув, Талмон тата вӗсен тӑванӗсем, — хапха хураллакансем, — ҫӗр ҫитмӗл иккӗн пулнӑ.
20
Ытти израильсем, священниксем, левитсем Иудея хулисенче хӑйсен еткерлӗх ҫӗрӗнче пурӑннӑ.
21
Левитсене пулӑшакансем вара Офелта пурӑннӑ; вӗсен пуҫлӑхӗсем — Циха тата Гишфа.
22
Иерусалимра левитсен пуҫлӑхӗ Ваний ывӑлӗ Уззий пулнӑ, — Ваний вара — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Миха ывӑлӗ; Уззий вӑл Асаф йӑхӗнчен, Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑҫсен йӑхӗнчен, тухнӑ,
23
вӗсем пирки патшаран хушу — кашни кун мӗн тумаллине кӑтартакан хушу — пулнӑ.
24
Мешезавел ывӑлӗ Петахия, — Мешезавел вара — Зара тӑхӑмӗ, Иуда ывӑлӗн тӑхӑмӗ, — патшана халӑх ӗҫӗсем тӗлӗшӗпе канаш параканӗ пулнӑ.
25
Уй-хирлӗ ялсенче пурӑнакансене илсессӗн, Иуда ывӑлӗсем Кириаф-Арба хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дивон хулинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Иекавцеил хулипе ун ялӗсенче пурӑннӑ;
26
вӗсем пурӑннӑ ытти вырӑнсем: Иешуа, Молада, Беф-Палет,
27
Хацар-Шуал, Вирсавия тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,
28
Секелаг, Мехона тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,
29
Ен-Риммон, Цора, Иармуф,
30
Заноах, Одоллам тата вӗсен ялӗсем, Лахис тата унӑн уйӗсем, Азек тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем. Вӗсем Вирсавияран пуҫласа Енном айлӑмӗ таранах вырӑнаҫса тухнӑ.
31
Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ вырӑнсем: Гева, Михмас, Гай, Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем,
32
Анафоф, Нов, Анания,
33
Гацор, Рама, Гиффаим,
34
Хадид, Цевоим, Неваллат,
35
Лод, Оно тата Алӑстисен айлӑмӗ.
36
Иуда ҫӗрӗнче пурӑннӑ хӑш-пӗр левитсем Вениамин ҫӗрне вырӑнаҫнӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13