bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 1
Mark 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
1
Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ:
2
пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ».
3
«Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр» тенӗ.
4
Вара Иоанн килнӗ. Пушхирте вӑл ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентнӗ.
5
Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ; вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан шывӗнче шыва кӗртнӗ.
6
Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ.
7
Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар;
8
эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.
9
Ҫав кунсенче Галилейӑри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ, Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.
10
Шывран тухнӑ чухне Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ.
11
Тата тӳперен: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
12
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Сывлӑш Иисуса пушхире илсе кайнӑ.
13
Пушхирте Вӑл тискер кайӑксем хушшинче хӗрӗх кун пурӑннӑ; унта Ӑна шуйттан сӑнанӑ; Ӑна ангелсем ӗҫлесе тӑнӑ.
14
Иоана тытса панӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ,
15
Вӑл ҫапла каланӑ: ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ: ӳкӗнӗр, Евангелие ӗненӗр, тенӗ.
16
Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне тинӗсе тетел яракан Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее курнӑ: вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
17
Иисус вӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакан тӑвӑп, тенӗ.
18
Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
19
Кӑштах малалла кайсассӑн, Вӑл Зеведей ывӑлӗсене Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана курнӑ, кусем те кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ;
20
ҫавӑн чухнех вӗсене те чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведее тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
21
Вӗсем Капернаума ҫитеҫҫӗ; унта Вӑл пӗрремӗш шӑматкунах синагогӑна пырать те вӗренте пуҫлать.
22
Вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗннӗ: Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсем пек мар, хӑватлӑн вӗрентнӗ.
23
Вӗсен синагогинче усал ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ кӑшкӑрса янӑ:
24
эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! эпӗ Эсӗ камне пӗлетӗп: Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ.
25
Иисус ӑна чарса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ.
26
Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна чӗтрентерсе, тискерле кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ.
27
Пурте сехӗрленсе ӳксе пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: мӗн ку? хӑватлӑ ҫӗнӗ вӗрентӳ-и? Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ.
28
Вара часах Ун ҫинчен пӗтӗм Галилея таврашне чап сарӑлнӑ.
29
Синагогӑран тухсанах вӗсем Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.
30
Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнӑ пулнӑ; ҫийӗнчех Иисуса ун ҫинчен каласа параҫҫӗ.
31
Вӑл ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ; вара тар чирӗ тӳрех иртсе кайнӑ, хӗрарӑм ӗнтӗ вӗсене пӑха пуҫланӑ.
32
Каҫ пулсассӑн, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуҫланӑ.
33
Пӗтӗм хула халӑхӗ алӑк умне пуҫтарӑннӑ.
34
Вӑл тӗрлӗ чирпе хӗн куракансене нумайӑшне сыватнӑ; усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ; усалсене Вӑл Хӑй Христос иккенне пӗлнине калама чарнӑ.
35
Вӑл ирхине ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ, унта кӗлтунӑ.
36
Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн кайнӑ;
37
Ӑна тупсассӑн, Ӑна: Сана пурте шыраҫҫӗ, тенӗ.
38
Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ, тет.
39
Вӑл вара пӗтӗм Галилея тӑрӑх синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ, усалсене хӑваласа кӑларнӑ.
40
Ун патне тилҫеллӗ ҫын пырать, Ун умне чӗркуҫленсе ларса, Ӑна ҫапла тархаслать: тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тет.
41
Иисус, ӑна хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ.
42
Ҫапла каласассӑнах, ун ҫинчи тилҫе пӗтнӗ, вӑл чиртен тасалнӑ.
43
Иисус ӑна, ҫийӗнчех каялла ярса, хытарсах каланӑ:
44
асту, никама та нимӗн те ан кала; ху чӑнласах сывалнине вӗсене ӗнентерме священника кайса курӑн та ху тасалнӑшӑн Моисей кӳме хушнине кӳр, тенӗ.
45
Ҫынни вара унтан тухсассӑнах, мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иисус хулана уҫҫӑн кӗме пултарайман, хула тулашӗнче, ҫын ҫук ҫӗрте, ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пынӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16