bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 16
Mark 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
1
Шӑматкун иртсессӗн Мария Магдалина, Иаков Марийӗ тата Саломия ӗнтӗ Иисусӑн Ӳтне сӗрме каймашкӑн ырӑ шӑршӑллӑ ҫу туяннӑ.
2
Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ;
3
хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ.
4
Пӑхаҫҫӗ те — курах каяҫҫӗ: чула куҫарса хунӑ; чулӗ вара питӗ пысӑк пулнӑ.
5
Тупӑклӑха кӗрсессӗн вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ача ларнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ.
6
Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр. Эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр; Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ, кунта ҫук Вӑл. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн.
7
Эсир кайӑр та Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра ҫапла калӑр: Вӑл Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӗ; Хӑй каланӑ пек, эсир Ӑна ҫавӑнта курӑр тесе калӑр, тенӗ.
8
Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.
9
Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Мария Магдалинӑна курӑннӑ; Вӑл унччен ун ӑшӗнчен ҫичӗ усал хӑваласа кӑларнӑ пулнӑ.
10
Мария вара кайнӑ та Иисуспа пӗрле ҫӳренисене — хуҫӑлсах йӗрекенсене — каласа кӑтартнӑ;
11
анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулни ҫинчен, вӑл Ӑна курни ҫинчен илтсен ӗненмен ӑна.
12
Кайран Иисус вӗсенчен иккӗшне вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, урӑх сӑнлӑ пулса курӑннӑ.
13
Лешӗсем вара каялла таврӑннӑ та ҫакна ыттисене пӗлтернӗ; анчах вӗсене те ӗненмен.
14
Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
15
Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр.
16
Кам ӗненсе тӗне кӗрӗ, ҫавӑ ҫӑлӑнӗ; кам ӗненмӗ, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ.
17
Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ;
18
ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.
19
Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
20
Вӗренекенӗсем вара кайнӑ та пур ҫӗрте те вӗрентсе ҫӳренӗ; Ҫӳлхуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахне ҫирӗплетнӗ. Аминь.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16