bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 3
Mark 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 4 →
1
Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ.
2
Иисуса айӑпласшӑн, Вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ.
3
Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: варрине тухса тӑр, тет.
4
Лешӗсене вара ҫапла калать: шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тет. Лешӗсем чӗнмен.
5
Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗрен кӑмӑлсӑрланса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илет те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет. Лешӗ тӑснӑ та — алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.
6
Ҫавӑнтан тухсанах фарисейсемпе Ирод ҫыннисем Иисуса вӗлерме кавар тунӑ.
7
Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тинӗс хӗррине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен Галилейӑран, Иудейӑран,
8
Иерусалимран, Идумейӑран, Иордан леш енчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ.
9
Вӑл нумайӑшне сыватнӑ, ҫавӑнпа та чирлисем Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе Ун патне талпӑннӑ. Халӑх ҫав тери нумай пулнӑ, ҫавӑнпа та Хӑйне хӗсесрен вӗренекенӗсене Иисус Хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ.
11
Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
12
Хӑй ҫинчен ан пӗлтерччӗр тесе, Вӑл вӗсене хытарсах ҫапла калама чарнӑ.
13
Унтан ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенисене Хӑй патне чӗннӗ; чӗннисем Ун патне пынӑ.
14
Вӗсенчен вуниккӗшне Вӑл Хӑйпе пӗрле ҫӳремешкӗн, вӗрентсе ҫӳреме ямашкӑн тата чиртен сыватмашкӑн, усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа илнӗ.
16
Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ;
17
Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать;
18
Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита
19
тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.
20
Вӗсем пӗр ҫурта кӗреҫҫӗ; каллех халӑх пухӑнать, вӗсен ӗнтӗ апат ҫиме те май пулман.
21
Иисус ҫавӑнта килнине пӗлсессӗн Унӑн ҫывӑх ҫыннисем Ӑна илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ун ҫинчен Вӑл ӑсран кайнӑ тесе калаҫнӑ.
22
Иерусалимран килнӗ кӗнекеҫӗсем каланӑ: Унӑн ӑшӗнче веельзевул, усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.
23
Иисус вӗсене чӗнсе илсе ытарлӑн каланӑ: шуйттан шуйттана епле хӑваласа кӑлартӑр?
24
Патшалӑх хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть;
25
кил-ҫурт та хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть;
26
шуйттан та хӑйне хӑй хирӗҫ тӑчӗ пулсан, пайланса кайрӗ пулсан — тытӑнса тӑраймӗ, ӗнтӗ унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ.
27
Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн япалисене ҫаратса тухаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн кил-ҫуртне ҫаратса тухӗ.
28
Чӑн калатӑп сире: этем ывӑлӗсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗсем те каҫарӑнӗҫ, кирек мӗнле хурласан та, пур тӗрлӗ хурлани те каҫарӑнӗ;
29
анчах кам та кам Таса Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ, вӑл ӗмӗрех айӑплӑ пулӗ, тенӗ.
30
Ҫакна Вӑл Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш тенӗрен каланӑ.
31
Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ та, хӑйсем ҫурт тулашӗнче юлса, Ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ.
32
Ун тавра халӑх ларнӑ. Ӑна каланӑ: акӑ тулта Аннӳпе тӑванусем тӑраҫҫӗ, Сана чӗнеҫҫӗ, тенӗ.
33
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кам Манӑн аннем, кам Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ.
34
Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем;
35
кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16