bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 4
Mark 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
1
Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ.
2
Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ:
3
итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ;
4
акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ;
5
хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ;
6
анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
7
Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ — ҫумӗ ӳссе кайнӑ та ӑна хупласа илнӗ, вара унӑн ҫимӗҫӗ пулман.
8
Хӑшӗсем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ, ӳссе ҫитӗннӗ те ҫимӗҫлӗ пулнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, утмӑл пӗрчӗ, ҫӗр пӗрчӗ таран пултарнӑ, тенӗ.
9
Унтан вӗсене каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
10
Халӑх салансассӑн вуниккӗшӗ тата вӗсемпе пӗрле пулнисем Унран ытарӑшсем ҫинчен ыйтнӑ.
11
Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла:
12
вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ.
13
Унтан вӗсене каланӑ: ҫак ытарӑша ӑнланаймастӑр-им? Ытти ытарӑшсене епле ӑнланайӑр?
14
Акаҫӑ сӑмах акать.
15
Ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха кама каланӑ, ҫав ҫынсене пӗлтерет, анчах сӑмаха илтсенех, вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чӗрине акнӑ сӑмаха вӑрласа каять.
16
Чуллӑ ҫӗре ӳкни те ҫавӑн пекех: сӑмаха илтсессӗн ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет;
17
анчах та тымарӗ ҫуккипе нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ; ҫав сӑмахшӑн асап килсен е хӗсӗрлесен вӗсем часах улталанаҫҫӗ.
18
Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни те сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет,
19
анчах та ку тӗнчери пурӑнӑҫ шухӑшӗ, пуянлӑх илӗртни тата ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем вӗсен ӑшне кӗрсе сӑмаха хупласа илеҫҫӗ те, сӑмах вара ҫимӗҫсӗр пулать.
20
Ырӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет, вӗсем пӗри вӑтӑр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри ҫӗр хут ытла усӑ кӳреҫҫӗ, тенӗ.
21
Тата каланӑ вӗсене: ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и? ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара?
22
Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни ҫиеле тухмасӑр юлмасть.
23
Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
24
Тата вӗсене ҫапла каланӑ: мӗн илтнине астӑвӑр: мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.
25
Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унӑнне мӗнпур пеккине те туртса илӗҫ, тенӗ.
26
Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те
27
ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл:
28
ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать.
29
Пӗрчи пулса ҫитсессӗн, вырас вӑхӑтра вӑл часрах выракансене ярать, тенӗ.
30
Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарар-ши? ӑна мӗнле ытарӑшпа сӑнласа парар-ши?
31
Ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех;
32
аксассӑн шӑтса тухать те мӗнпур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулать, пысӑк туратсем ярать, унӑн сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ, тенӗ.
33
Турӑ сӑмахне Вӑл ҫынсене вӗсем итлеме пултарнӑ таран ҫавӑн евӗрлӗ ытарӑшсем нумай каласа вӗрентнӗ.
34
Ытарӑшсӑр каламан вӗсене, вӗренекенӗсене вара пӗтӗмпех ыттисенчен уйрӑм каласа ӑнлантарнӑ.
35
Ҫав кун каҫхине вӗсене каланӑ: тепӗр енне каҫар-ха, тенӗ.
36
Вӗсем вара, халӑхран уйрӑлса, Иисуса Хӑй ларнӑ кимӗпех илсе кайнӑ; Унпа пӗрле урӑх кимӗсем те пулнӑ.
37
Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ; хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ.
38
Иисус кимӗ хӳри патӗнче пуҫелӗк хурса ҫывӑрнӑ. Ӑна вӑратаҫҫӗ те: Вӗрентекен! пӗтетпӗр-ҫке, Саншӑн вӑл нимӗн те мар-им? теҫҫӗ.
39
Вара Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: чарӑн, ан шавла, тенӗ. Ӗнтӗ ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ.
40
Унтан вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? епле сирӗн ӗненӳ ҫук? тенӗ.
41
Сехӗрленсе ӳксе вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать, тенӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16