bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 8
Mark 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
1
Ҫав кунсенче пӗррехинче халӑх питӗ нумай пухӑннӑ, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те пулман; Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ:
2
ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Ман патӑмра, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те ҫук.
3
Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ, тенӗ.
4
Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: кунта пушхирте вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла, кам тупӗ? тенӗ.
5
Вӑл вӗсенчен: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? тесе ыйтнӑ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ.
6
Вара Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ; унтан ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та, вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа, вӗренекенӗсене панӑ; лешӗсем халӑха валеҫсе панӑ.
7
Вӗсенӗн кӑштах вӗтӗ пулӑ та пулнӑ: Вӑл пилленӗ те ӑна та валеҫсе пама хушнӑ.
8
Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ.
9
Ҫиекенӗсем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Вара вӗсене килӗсене ӑсатнӑ.
10
Унтан ҫийӗнчех вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ҫитнӗ.
11
Фарисейсем тухнӑ та Унпа тавлаша пуҫланӑ; вӗсем, Ӑна сӑнас тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
12
Иисус ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ҫак ӑрӑва хӑват пулмӗ, тенӗ.
13
Вара вӗсене хӑварса каллех кимӗ ҫине ларнӑ та тепӗр енне кайма тухнӑ.
14
Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ.
15
Вӑл вӗсене вӗрентсе каланӑ: астӑвӑр, Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.
16
Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: ку ӗнтӗ пирӗн ҫӑкӑр ҫуккине пӗлтерет, тенӗ.
17
Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе вӗсене ҫапла калать: мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халӗ те пӗлсе, ӑнланса илейместӗр-и? Халӗ те хытӑ чӗреллӗ-и эсир?
18
Куҫлӑ пулин те курмастӑр-и? хӑлхаллӑ пулин те илтместӗр-и? астумастӑр-им?
19
Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫын валли хуҫа-хуҫа парсассӑн, татӑкӗсене миҫе кунтӑ тултартӑр-ха эсир? тет. Вӗсем Ӑна: вуниккӗ, теҫҫӗ.
20
Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫын валли парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе пӗрне тултартӑр-ха? тенӗ. Вӗсем: ҫиччӗ, тенӗ.
21
Татах каланӑ вӗсене: епле ӑнланса илейместӗр-ха? тенӗ.
22
Унтан Вифсаидӑна ҫитеҫҫӗ; Иисус патне пӗр суккӑр ҫынна илсе пыраҫҫӗ те Ӑна ҫавна сӗртӗнме йӑлӑнаҫҫӗ.
23
Вӑл суккӑра аллинчен тытса ялтан ҫавӑтса тухнӑ та, унӑн куҫӗ ҫине сурса, Хӑй аллине ун ҫине хурса ыйтнӑ: мӗн те пулин куратӑн-и? тенӗ.
24
Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынсене куратӑп, вӗсем йывӑҫсем пек, анчах та вӗсем ҫӳреҫҫӗ, тенӗ.
25
Вӑл каллех аллипе унӑн куҫне сӗртӗннӗ те ӑна татах пӑхма хушнӑ. Лешӗ тинкерсе пӑхнӑ та — сывалнӑ, пурне те витӗр кура пуҫланӑ.
26
Ӑна килне янӑ чухне ҫапла каланӑ: яла ан кӗр, никама та каласа ан пар, тенӗ.
27
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Филипп Кесарийӗ ҫӗрӗнчи ял-хуласене кайнӑ. Ҫул ҫинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫынсем Мана кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ.
28
Вӗсем ҫапла хуравланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем — Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата пророксенчен пӗри пулӗ теҫҫӗ, тенӗ.
29
Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет. Петр Ӑна: Эсӗ — Христос, тет.
30
Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.
31
Унтан Вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗренте пуҫланӑ.
32
Ҫакӑн ҫинчен Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.
33
Вӑл вара вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Петра чарса лартса каланӑ: кай ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Турра кирли ҫинчен шухӑшламастӑн, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
34
Унтан вӗренекенӗсене тата халӑха чӗнсе илсе каланӑ: || Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
35
Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн, Ырӑ Хыпаршӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.
36
Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса хӑй чунне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?
37
Ҫын хӑй чунне каялла мӗн тӳлесе илейӗ?
38
Ҫак аскӑн та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, сӑваплӑ ангелсемпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ, тенӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16