bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 11
Mark 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
1
Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать,
2
вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.
3
Кам та пулин сире: «мӗн тӑватӑр эсир?» тесессӗн, эсир ӑна: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна тӳрех каялла кунта ярӗ» тейӗр, тет.
4
Вӗсем кайнӑ та, урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.
5
Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри каланӑ вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ.
6
Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, лешӗсем вара тытса тӑман вӗсене.
7
Ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ун ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ; Иисус ун ҫине улӑхса ларнӑ.
8
Нумайӑшӗ хӑйӗн тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата, йывӑҫ турачӗсем каса-каса илсе, вӗсене ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.
9
Умӗнчен пыракансем те, хыҫӗнчен пыракансем те ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!
10
Давид аттемӗрӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен патшалӑхӗ мухтавлӑ! Осанна! Ҫӳлти Турра мухтав! тенӗ.
11
Иерусалима кӗрсенех Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ; унта пӗтӗмпе пӑхса ҫаврӑннӑ та каҫ пулнӑран вуникӗ вӗренекенӗпе Вифание кайнӑ.
12
Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсассӑн, Унӑн ҫиесси килнӗ;
13
Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫне асӑрханӑ та, ун ҫинче мӗн те пулин тупаймӑп-и тесе, ун патне пынӑ; анчах та унта пырсассӑн ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупман: смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха.
14
Иисус вара йывӑҫа ҫапла каланӑ: малашне санӑн ҫимӗҫне ӗмӗрне те никамӑн та татса ҫимелле ан пултӑр! тенӗ. Ҫавна Унӑн вӗренекенӗсем те илтнӗ.
15
Унтан вӗсем Иерусалима пыраҫҫӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ;
16
Турӑ Ҫурчӗ витӗр япала илсе ҫӳреме чарнӑ.
17
Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
18
Ҫавна кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем илтнӗ те Ӑна епле те пулин пӗтерме май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӗрентӗвӗнчен пӗтӗм халӑх тӗлӗннӗрен вӗсем Унран хӑранӑ.
19
Каҫ пулсан Вӑл хуларан тухса кайнӑ.
20
Ирхине иртсе пынӑ чухне вӗсем хайхи смоква йывӑҫне курнӑ, йывӑҫӗ тымарӗ таранах типсе ларнӑ пулнӑ.
21
Петр аса илсе Иисуса ҫапла калать: Равви?! пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫӗ типсе ларнӑ, тет.
22
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа калать:
23
Турра ӗненӗр. Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен, хӑй ӑшӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӑй каланӑ пек пуласса ӗненсен — вӑл кирек мӗн калани те пурӑнӑҫланать.
24
Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлӗре кирек мӗн ыйтсассӑн та ҫавна илессине ӗненӗр — вара илетӗрех.
25
Кама та пулин ҫилленнӗ пулсан, кӗлӗре тӑнӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр, вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
26
Хӑвӑр каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ, тенӗ.
27
Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та
28
Унран: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ? тесе ыйтнӑ.
29
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, каласа парӑр Мана, вара Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине калӑп.
30
Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни тӳперен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.
31
Лешӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе канашланӑ: «тӳперен» тесен, Вӑл: «апла пулсан эсир ӑна мӗншӗн ӗненмерӗр?» тейӗ, тенӗ.
32
«Этемрен» теме халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Иоана пурте чӑн пророк тесе хисепленӗ.
33
Вара Иисуса ҫапла хуравласа каланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Иисус ӗнтӗ вӗсене ҫапла хуравланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16