bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 2
Mark 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
1
Темиҫе кунран Иисус каллех Капернаума таврӑннӑ, Вӑл килне килни ҫинчен ҫийӗнчех хыпар сарӑлнӑ.
2
Часах халӑх пырса тулнӑ, ӗнтӗ алӑк патӗнче те вырӑн пулман; Вӑл вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ.
3
Ун патне тӑваттӑн шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна ҫӗклесе пынӑ;
4
халӑх нумай пулнӑран вӗсем Иисус ҫывӑхне пырайман, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт виттине сирнӗ те, маччине уҫса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ вырӑнӗпех Иисус умне антарнӑ.
5
Иисус, вӗсем ҫав тӗрлӗ ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тет.
6
Ҫавӑнта хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем те ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ:
7
мӗнле Вӑл ҫапла Турра хурлать! Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑха кам каҫарма пултартӑр?
8
Иисус Хӑйӗн Сывлӑшӗпе, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланине пӗлсе, вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр?
9
Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та вырӑнна ил те кай» теме-и?
10
Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл, унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать:
11
сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай, тет.
12
Лешӗ ҫав самантрах, пурин куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та хӑйӗн выртнӑ вырӑнне илсе тухса кайнӑ; вара пурте, тӗлӗнсе кайса, Турра мухтанӑ: кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ, тенӗ.
13
Иисус каллех тинӗс хӗррине тухнӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пынӑ, Вӑл вӗсене вӗрентнӗ.
14
Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, куланай пухмалли вырӑнта лараканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
15
Пӗррехинче Иисус ун килӗнче апат ҫинӗ чухне Унпала, Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле тата куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те ӗҫсе-ҫисе ларнӑ — вӗсем нумаййӑн пулнӑ, Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ.
16
Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
17
Ҫакна илтсессӗн Иисус калать вӗсене: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тет.
18
Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? теҫҫӗ.
19
Иисус вӗсене каланӑ: туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ;
20
акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара.
21
Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.
22
Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.
23
Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; ҫула май Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илнӗ.
24
Вара фарисейсем Ӑна каланӑ: пӑх-ха! мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑматкун? тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.
25
Вӑл вӗсене каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен нихӑҫан та вуламан-им эсир?
26
Епле вӑл, аслӑ священник Авиафар вӑхӑтӗнче Турӑ Ҫуртне кӗрсе, священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те панӑ, тенӗ.
27
Тата каланӑ вӗсене: шӑматкуна ҫыншӑн тунӑ, ҫынна шӑматкуншӑн туман;
28
ҫавӑнпа Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16