bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 6
Mark 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
1
Унтан кайсассӑн Вӑл Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пынӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.
2
Шӑматкун ҫитсессӗн Вӑл синагогӑра вӗренте пуҫланӑ; итлекенсем нумайӑшӗ тӗлӗнсе каланӑ: ку ӑҫтан тухать-ши Унӑн? мӗнле ӑслӑлӑх панӑ Ӑна? Унӑн алли мӗнешкел тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать!
3
Ара, Вӑл каскалакан мар-и? Мария ывӑлӗ мар-и, Иаковпа Иосия, Иудӑпа Симон тӑванӗ мар-и? Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те кунта пирӗн хушшӑмӑртах мар-и? тенӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Ун ҫинчен иккӗллӗ шухӑшланӑ.
4
Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, хурӑнташӗсем хушшинче тата хӑй килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ.
5
Унта пӗр хӑват та тӑвайман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене ҫеҫ аллине хурса сыватнӑ.
6
Вӑл вӗсем ӗненменнинчен тӗлӗннӗ; унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
7
Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн тӗрлӗ ҫӗре ярать.
8
Вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те — хутаҫ та, ҫӑкӑр та, пиҫиххи ҫумне чикнӗ укҫа та — илме хушман;
9
урӑра сантали анчах сырӑр, икӗ тумтир ан тӑхӑнӑр, тенӗ.
10
Тата каланӑ вӗсене: эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр.
11
Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сире итлемесен, эсир унтан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.
12
Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ;
13
усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ, чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ҫу сӗрсе сыватнӑ.
14
Иисус ҫинчен Ирод патша та илтнӗ — ӗнтӗ Унӑн ячӗ пур ҫӗре те сарӑлнӑ; пӗрисем: Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем тӑвать, тенӗ.
15
Тепӗрисем: вӑл Илия, тенӗ; хӑшӗсем тата: вӑл пророк, унчченхи пророксем евӗрлӗскерех, тенӗ.
16
Ирод вара ҫавна илтсессӗн каланӑ: вӑл — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.
17
Ҫав Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне Иродиадӑна качча илнӗ пулнӑ, Иоанн ӑна: «санӑн пиччӳ арӑмӗпе пурӑнма юрамасть» тенӗ, Ирод вара ҫавӑншӑн Иоана тӗрмене тыттарса хуптарнӑ.
19
Иродиада ӗнтӗ Иоана курайман, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах апла тума пултарайман,
20
мӗншӗн тесессӗн, Иоанн сӑваплӑ, таса ҫын иккенне пӗлсе, Ирод Иоанран хӑранӑ, ӑна хӳтӗленӗ; ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн канашланӑ пек тунӑ, вӑл каланине кӑмӑлласах итленӗ.
21
Меллӗ кун ҫитнӗ. Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Галилейӑри улпучӗсене, пинпӳсене тата аслӑ пуҫлӑхсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
22
Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗрсе ташланӑ та Ирод кӑмӑлне те, унпа пӗрле кӗрекере ларакансенӗн кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ; патша вара хӗре каланӑ: манран мӗн ыйтассу килет — ҫавна ыйт, парӑп сана, тенӗ.
23
Ӑна тупа тусах каланӑ: кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп, тенӗ.
24
Хӗр тухса кайнӑ та амӑшӗнчен: мӗн ыйтас-ши? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт, тенӗ.
25
Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ те: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана, тенӗ.
26
Патша салхуланнӑ, анчах тупа тунӑран тата хӑйпе пӗрле кӗрекере ларакансене пула ӑна хирӗҫлеймен.
27
Вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн кӑралҫине Иоанн пуҫне илсе килме хушса янӑ.
28
Лешӗ вара тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗре панӑ, хӗрӗ ӑна амӑшне кайса панӑ.
29
Ҫавна илтсессӗн, Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне илсе тупӑклӑха хунӑ.
30
Апостолсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн вӗрентнине пӗтӗмпе Ӑна каласа панӑ.
31
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр, тенӗ. Ӗнтӗ килен-каян питӗ нумай пулнӑ, вӗсенӗн ҫиме те вӑхӑт пулман.
32
Вара вӗсем, пӗр хӑйсем ҫеҫ, кимӗпе ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ.
33
Халӑх вӗсем кайнине курнӑ, нумайӑшӗ ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ; вара пур хуларан та ҫавӑнта чупнӑ, ҫуранскерсем, вӗсенчен те маларах ҫитсе, Ун патне пуҫтарӑннӑ.
34
Иисус, кимӗ ҫинчен ансассӑн, халӑх питӗ нумаййине курнӑ та вӗсене хӗрхеннӗ: вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ; вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ.
35
Пайтахран вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ: ҫын пурӑнман вырӑн ку, каҫ та пулса килет,
36
вӗсене тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянма ярсамччӗ, вӗсен ҫимелли ҫук, тенӗ.
37
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ. Ӑна ҫапла каланӑ: апла пирӗн икҫӗр динарие яхӑнлӑх ҫӑкӑр кайса илсе вӗсене ҫиме парас-им? тенӗ.
38
Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? кайса пӑхӑр-ха, тенӗ. Вӗсем пӗлсе килнӗ те: пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ пур, тенӗ.
39
Вӗсене Вӑл халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартса тухма хушнӑ.
40
Вара йӗрки-йӗркипе ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ.
41
Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн ҫӑкӑрсене вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те Вӑл пурин валли те валеҫнӗ.
42
Пурте ҫисе тӑраннӑ.
43
Унтан юлашки ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ.
44
Ҫӑкӑр ҫиекеннисем арҫыннисемех пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
45
Унтан Вӑл ҫийӗнчех вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне Вифсаида патне каҫса кайма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
46
Халӑхпа сывпуллашсан, Хӑй ту ҫине кӗлтума кайнӑ.
47
Каҫхине кимӗ тинӗс варринче пулнӑ, Иисус пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ.
48
Вӑл вӗренекенӗсем асапланса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ; ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черетӗнче Вӑл вӗсем патне тинӗс ҫийӗн утса пынӑ та вӗсенчен иртсе каясшӑн пулнӑ.
49
Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗн утса пынине курсассӑн, ку мӗлке пулӗ тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ:
50
Ӑна курсассӑн вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ. Иисус вӗсене тӳрех сасӑ панӑ: хӑюллӑ пулӑр, ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.
51
Вӑл вӗсем патне кимӗ ҫине ларнӑ та — ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ:
52
вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен-ха — вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнӑ.
53
Тепӗр енне каҫсассӑн вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитсе тинӗс хӗррине чарӑннӑ.
54
Кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна унти ҫынсем палласа илнӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм тавралӑха пӗлтерсе ҫаврӑннӑ,
55
вара чирлӗ ҫынсене вырӑнӗ-мӗнӗпех Вӑл ҫав тӗлте тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ.
56
Вӑл кирек ӑҫта пырсан та, — яла-и, хулана-и, — пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене тула ирӗк ҫӗре илсе тухса вырттарнӑ, вӗсене тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем тесе, Ӑна йӑлӑннӑ; Ӑна сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16