bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 13
Mark 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
1
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри Ӑна ҫапла калать: Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех! тет.
2
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? ҫакна пурне те аркатӗҫ, тӗппипех ишсе тӑкӗҫ, тенӗ.
3
Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ:
4
каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.
5
Вӗсене хуравласа Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр:
6
нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.
7
Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха.
8
Халӑх ҫине — халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пулӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ. Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
9
Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.
10
Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле.
11
Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ.
12
Ӗнтӗ тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ.
13
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.
14
Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр;
15
ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр;
16
хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
17
Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче хуйхӑ пулӗ!
18
Хӑвӑр тарасси хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.
19
Ҫав кунсенче хӑрушӑ асап пулӗ, унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.
20
Ҫӳлхуҫа ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ; анчах Хӑйӗннисемшӗн, Хӑй суйласа илнисемшӗн, Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ.
21
Ҫавӑн чухне сире кам та пулин: «Христос акӑ кунта» е: «авӑ унта» тесессӗн, ан ӗненӗр.
22
Ӗнтӗ суя христоссем, суя пророксем килӗҫ, май пулсан суйланисене те илӗртсе улталас тесе, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.
23
Эсир вара сыхӑ пулӑр. Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире пурне те малтанах каласа хутӑм.
24
Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ,
25
тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
26
Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
27
Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ.
28
Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр.
29
Ҫавӑн пекех, мӗн калани пурӑнӑҫланма пуҫланине курсассӑн пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
30
Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпе ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ.
31
Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.
32
Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет.
33
Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр.
34
Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ.
35
Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр;
36
вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ.
37
Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16