bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 12
Mark 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
1
Унтан вӗсене ытарӑшсем калама пуҫланӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавса тунӑ, пашне туса лартнӑ, унтан ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй тухса кайнӑ.
2
Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн тарҫине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ.
3
Лешӗсем ӑна тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах кӑларса янӑ.
4
Вара ҫав ҫын вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ; вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, хур туса янӑ.
5
Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр тарҫине янӑ — ӑна вӗлернӗ; ыттисене те нумайӑшне е хӗненӗ, е вӗлернӗ.
6
Унӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ; ывӑлӑмран вӑтанӗҫ тесе вӑл юлашкинчен вӗсем патне ӑна янӑ.
7
Анчах та пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: еткерҫӗ ку; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер, тенӗ.
8
Вара вӗсем ӑна ярса тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ.
9
Ӗнтӗ пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Килӗ те пахчаҫӑсене тытса вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ.
10
Эсир Турӑ ҫырӑвӗнче: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ:
11
ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тенине вуламан-им? тенӗ.
12
Вӗсем ҫав ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна тытма тӑрӑшнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ; вара вӗсем Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
13
Вӗсем Иисус каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе Ун патне хӑш-пӗр фарисейсене тата Ирод ҫыннисене янӑ.
14
Лешӗсем пыраҫҫӗ те Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн. Кесаре куланай пама тивӗҫлӗ-и, тивӗҫлӗ мар-и? ӑна пирӗн парас-и, парас мар-и? теҫҫӗ.
15
Иисус вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана? Динари илсе килсе кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ.
16
Лешӗсем илсе пынӑ. Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тет. Вӗсем Ӑна: кесарӗн, тенӗ.
17
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ. Ӗнтӗ Унран тӗлӗннӗ.
18
Унтан Иисус патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ:
19
Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
20
Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ.
21
Вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ; вӑл та вилчӗ, унран та ача-пӑча юлмарӗ; виҫҫӗмӗшӗ те ҫаплах пулчӗ.
22
Ҫав арӑма ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ, ача-пӑча юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ.
23
Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлес вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.
24
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлменнипе аташатӑр-ши?
25
Чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.
26
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей кӗнекинче, ҫунакан тӗм ҫинчен каланӑ тӗлте Турӑ ӑна мӗн каланине — «Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине — вуламан-им эсир?
27
Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри. Ҫапла ӗнтӗ эсир питӗ аташатӑр, тенӗ.
28
Кӗнекеҫӗсенчен пӗри вӗсем тавлашнине курнӑ та, Иисус вӗсене хирӗҫ аван каланине илтсе, Унран пырса ыйтнӑ: ӳкӗтсенчен чи асли хӑшӗ? тенӗ.
29
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: «эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр;
30
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт!
31
Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». Ҫаксенчен аслӑрах ӳкӗт ҫук, тенӗ.
32
Кӗнекеҫӗ каланӑ Ӑна: ҫапла ҫав, Вӗрентекен! Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн;
33
Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ.
34
Вӑл ҫапла ӑслӑ хуравланине илтсессӗн Иисус ӑна: эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар, тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.
35
Иисус каллех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе каланӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?
36
Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланнӑ Давид хӑй ҫапла каланӑ-ҫке: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ».
37
Ҫапла Давид хӑй Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, епле-ха Христос унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ. Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан итлесе тӑнӑ.
38
Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ,
39
синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
40
Ҫавсем — тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑвакансем, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑвакансем — питӗ пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
41
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хирӗҫ ларнӑ та халӑх ҫав арчана укҫа янине сӑнаса ларнӑ. Пуяннисем чылайӑшӗ нумай хунӑ.
42
Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пынӑ та икӗ вак укҫа хунӑ, ку ӗнтӗ пӗр кодрантпа танлашнӑ.
43
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ:
44
ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16