bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 9
Mark 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
1
Тата каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансем хӑшӗ-пӗри Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.
2
Тепӗр ултӑ кунран Иисус Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана ҫеҫ илсе ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; унта Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех улӑшӑннӑ:
3
Унӑн тумтирӗ ялтӑртатса тӑракан пулса кайнӑ, вӑл юр пек шап-шурӑ пулнӑ — ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратма пултараймасть.
4
Вӗсене Илияпа Моисей курӑннӑ; вӗсем Иисуспа калаҫса тӑнӑ.
5
Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: Равви?! кунта лайӑх пире; эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.
6
Вӑл ӗнтӗ нимӗн калама аптӑранипе ҫапла каласа янӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ.
7
Пӗр пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт варринчен ҫакнашкал сасӑ илтӗннӗ: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр.
8
Вӗсем йӗри-тавралла пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне хӑйсен патӗнче урӑх никама та курман.
9
Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.
10
Вӗсем ҫав сӑмаха хӑйсен ӑшӗнче тытса тӑнӑ, анчах пӗр-пӗринчен: «вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен» тени мӗне пӗлтерет-ши вӑл? тесе ыйтнӑ.
11
Унтан Иисусран ыйтнӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем: «малтан Илия килмелле» теҫҫӗ? тенӗ.
12
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; Этем Ывӑлӗ ҫинчен те Вӑл нумай асапланмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе ҫырман-им?
13
Анчах ҫапла калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, анчах, ун ҫинчен ҫырнӑ пек, вӗсем ӑна хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ, тенӗ.
14
Ытти вӗренекенӗсем патне пырсассӑн вӗсем тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине тата кӗнекеҫӗсем вӗсемпе тавлашса тӑнине курнӑ.
15
Ӑна курсассӑнах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса саламланӑ.
16
Вӑл кӗнекеҫӗсенчен ыйтнӑ: эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр? тенӗ.
17
Ӗнтӗ халӑх хушшинчен пӗри ҫапла хуравланӑ: Вӗрентекен! эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм:
18
усал ӑна ӑҫта тапӑнать, ҫавӑнта ҫӗре ҫӗклесе ҫапать те, вӑл вара кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, унтан хытсах каять. Эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене ҫав усала хӑваласа кӑларма каларӑм та — вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.
19
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.
20
Ачана Ун патне илсе пынӑ. Усал ернӗ ача Иисуса курсассӑнах, усал сывлӑш ӑна чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ.
21
Иисус унӑн ашшӗнчен ыйтнӑ: вӑл чылайранпа ҫапла-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: мӗн ачаранпах;
22
усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вут-ҫулӑма та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ; мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан хӗрхенсемччӗ пире, пулӑшсамччӗ, тенӗ.
23
Иисус каланӑ ӑна: мӗн чухлӗ те пулин ӗненме пултаратӑн пулсан, ӗненекеншӗн пӗтӗмпех пулать, тенӗ.
24
Ача ашшӗ ҫав самантрах кӑшкӑрса ярса куҫҫулӗпе каланӑ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ! тенӗ.
25
Иисус, халӑх пухӑннине курса, усал сывлӑша ҫапла каласа чарса лартнӑ: чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш! Хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр, тенӗ.
26
Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ; ача вилнӗ пек пулнӑ, ӗнтӗ нумайӑшӗ: вӑл вилчӗ, тенӗ.
27
Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса ҫӗкленӗ те, вӑл тӑнӑ.
28
Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.
29
Вӑл вӗсене каланӑ: ҫав ӑрӑва нимӗнле те мар, кӗлтунипе те типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
30
Унтан кайсассӑн вӗсем Галилея урлӑ иртсе пынӑ; Иисус ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман,
31
мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ, каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
32
Анчах та вӗсем ҫав сӑмахсене ӑнланайман, Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.
33
Капернаума ҫитнӗ; пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр? тенӗ.
34
Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн ҫул ҫинче вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ.
35
Унтан ларнӑ та вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе каланӑ: кам асли пулас тет, ҫавӑ пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр, тенӗ.
36
Вара Вӑл пӗр ачана илсе ӑна вӗсен варрине тӑратнӑ та ӑна ыталаса тытса каланӑ вӗсене:
37
кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.
38
Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр, хӑй пирӗнпе ҫӳремест те, ҫавӑнпа чартӑмӑр эпир ӑна, тенӗ.
39
Иисус каланӑ: ан чарӑр ӑна: Ман ятӑмпа хӑват тӑвакан никам та ҫав хушӑрах Ман ҫинчен усал калаҫас ҫук:
40
кам сире хирӗҫ мар, ҫавӑ сирӗн майлӑ.
41
Чӑн калатӑп сире: кам сире, Христос ҫыннисем тесе, Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ.
42
Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
43
Сана аллу илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе хӑрах аллупа кӗни аванрах саншӑн —
44
тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
45
Сана уру илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе уксаххӑн кӗни аванрах пулӗ саншӑн —
46
тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
47
Сана куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне кӗриччен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫпа кӗни аванрах пулӗ саншӑн —
48
тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
49
Кирек кам та вутпа тӑварланать, кирек епле парнене те тӑварпа тӑварлаҫҫӗ.
50
Тӑвар вӑл — ырӑ япала; анчах тӑвар тӑварлӑ пулмасан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр? Сирӗн ӑшӑрта тӑвар пултӑр, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр, тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16