bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Mark 14
Mark 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
1
Пасха уявӗпе тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитиччен тата икӗ кун юлнӑ; аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ;
2
вӗсем ӗнтӗ: анчах уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
3
Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.
4
Хӑшӗ-пӗрисем, тарӑхса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне кирлӗччӗ ку мирӑна сая яма?
5
ӑна виҫҫӗр динарирен те хаклӑрах сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ. Вӗсем хӗрарӑма хытах ӳпкеленӗ.
6
Иисус вӗсене каланӑ: ан тивӗр ӑна; ӑна мӗншӗн кӳрентеретӗр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.
7
Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, кӑмӑлӑр пулсан вӗсене эсир кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр; Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.
8
Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Манӑн Ӳтӗме пытармашкӑн малтанах ҫу сӗрсе хучӗ.
9
Чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчере, кирек ӑҫта вӗрентсессӗн те, пур ҫӗрте те ҫак хӗрарӑма асӑнса вӑл мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
10
Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе, вӗсем патне кайнӑ.
11
Лешӗсем ҫавна илтсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вӑл вара Ӑна епле те пулин тытса парас тесе меллӗ самант шыранӑ.
12
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха путекки пусакан вӑхӑтра, вӗренекенӗсем калаҫҫӗ Ӑна: Эсӗ пасха ӑҫта ҫиес тетӗн? эпир кайса хатӗрлӗпӗр, теҫҫӗ.
13
Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр,
14
вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр.
15
Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.
16
Унӑн вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ, пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ; вара пасха хатӗрлесе хунӑ.
17
Каҫ пулсассӑн Вӑл унта вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле пырать.
18
Ҫисе ларнӑ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенӗ, Мана тытса парӗ, тенӗ.
19
Вӗсем салхуланса кайса пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Унран ыйта пуҫланӑ: эпӗ мар-и? тенӗ.
20
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вуниксӗртен пӗри, Манпа пӗрле тирӗкрен пуҫаканни.
21
Этем Ывӑлӗ ӗнтӗ, Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пек, Хӑйӗн ҫулӗпех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.
22
Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр; ку — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.
23
Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ; ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ.
24
Вара вӗсене каланӑ: ку — Манӑн Юнӑм, ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм.
25
Чӑн калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.
26
Унтан мухтав юрри юрласа Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
27
Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.
28
Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен маларах пулӑп, тенӗ.
29
Петр каланӑ Ӑна: пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп, тенӗ.
30
Иисус вара ӑна ҫапла калать: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен, эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
31
Петр ҫине тӑрсах каланӑ: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунассӑм ҫук, тенӗ. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
32
Вӗсем Гефсимани теекен вырӑна пыраҫҫӗ; Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: Эпӗ кӗлтӑвиччен ҫакӑнта ларӑр-ха, тет.
33
Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана илсе каять; унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫлать.
34
Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.
35
Унтан кӑшт аяккалла пӑрӑннӑ та май пулсан ҫак сехет Хӑйӗнчен иртинччӗ тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ;
36
ҫапла каланӑ: эй Авва, эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр, тенӗ.
37
Унтан каялла пырать те вӗренекенӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: Симон! эсӗ ҫывӑратӑн-и? пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и?
38
Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.
39
Унтан каллех аяккалла пӑрӑнса ҫав сӑмахах каласа кӗлтунӑ.
40
Каялла пырсан каллех Вӑл лешӗсем ҫывӑрнине курнӑ: вӗсене ыйхӑ пусса ҫитернӗ, ӗнтӗ вӗсем Ӑна нимӗн калама та пӗлмен.
41
Виҫҫӗмӗш хут пырать, калать вӗсене: эсир халӗ те ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ҫитӗ! Вӑхӑт ҫитрӗ: ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ.
42
Тӑрӑр, каяр; акӑ Мана тытса паракан ҫывӑхарчӗ, тет.
43
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем янӑ темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, шалчасемпе пырса ҫитнӗ.
44
Ӑна тытса параканӗ вӗсене ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ; вара ярса тытӑр та Ӑна, шанчӑклӑ хуралпа илсе кайӑр, тенӗ.
45
Ҫитсессӗнех вӑл Иисус патне пынӑ та: Равви?! тесе Ӑна чуптунӑ.
46
Вара Ун ҫине алӑ хурса Ӑна ярса тытнӑ.
47
Ҫавӑнта тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ.
48
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.
49
Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, сире вӗрентеттӗм, эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ӗнтӗ ҫырни вырӑна килтӗр, тенӗ.
50
Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.
51
Пӗр яш ача, ҫара ӳчӗ ҫинченех витӗнчӗк пӗркеннӗскер, Иисус хыҫӗнчен пынӑ; ӑна салтаксем ярса тытнӑ.
52
Вӑл вара, витӗнчӗкне вӗсен аллинче хӑварса, ҫарамассӑнах тарнӑ.
53
Иисуса аслӑ священник патне илсе пынӑ; ҫавӑнта пур аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем пухӑннӑ.
54
Петр аслӑ священник картишне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; ҫитсессӗн тарҫӑсемпе пӗрле вут умӗнче ӑшӑнса ларнӑ.
55
Аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме сӑлтав тупасшӑн Ун ҫинчен кӳнтелекене шыранӑ, анчах тупайман.
56
Ун ҫинчен нумайӑшӗ суя кӳнтеленӗ, анчах вӗсем кӳнтелени ҫителӗклӗ пулман.
57
Хӑшӗ-пӗри ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ кӳнтелесе ҫапла каланӑ:
58
Вӑл: «этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп» тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр, тенӗ.
59
Анчах ҫапла кӳнтелени те ҫителӗклӗ пулман.
60
Вара аслӑ священник, вӑта ҫӗре тӑрса, Иисусран ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн Эсӗ хирӗҫ нимӗн те каламастӑн? Хӑвна айӑпланине хирӗҫ нимӗн те калаймастӑн-и? тенӗ.
61
Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйтнӑ Унран, Ӑна ҫапла каланӑ: Эсӗ Христос-и, Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и? тенӗ.
62
Иисус каланӑ: Эпӗ; акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине курӑр, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.
63
Аслӑ священник вара ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: тата мӗнле кӳнтеленсем кирлӗ пире?
64
Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! эсир мӗн калатӑр? тенӗ. Вӗсем вара пурте: Вӑл айӑплӑ, Ӑна вӗлермелле, тенӗ.
65
Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ Ун ҫине сура пуҫланӑ, Унӑн питне хупласа, Ӑна ҫупа-ҫупа ярса: кала-ха — кам ҫапрӗ? тенӗ. Ӑна тарҫӑсем те хӗненӗ.
66
Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та,
67
Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.
68
Петр туннӑ: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп, тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ; ҫав вӑхӑтра автан авӑтса янӑ.
69
Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех курнӑ та ҫавӑнта тӑракансене: ку — ҫавсен ушкӑнӗнчиех, тенӗ.
70
Петр каллех туннӑ. Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петра каллех ҫапла каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнчиех; эсӗ Галилея ҫынни, санӑн калаҫни те вӗсенӗнни майлах, тенӗ.
71
Вӑл вара ҫине тӑрсах тупа тӑва пуҫланӑ: эсир калакан Ҫынна эпӗ палламастӑп, тенӗ.
72
Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16