bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 1
Romans 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
1
Эпӗ, Иисус Христос чури Павел, — Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма суйласа чӗнсе илнӗ апостол.
2
Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ;
3
ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ;
5
Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ,
6
апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.
7
Сире — Римра пурӑнакансене, Турӑ юратакан ҫынсене, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсене пурне те — Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
8
Эсир ӗненнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та чи малтан сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.
9
Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп:
11
мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн
12
тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.
13
Эй тӑванӑмсем, манӑн сире ҫакна пӗлтермесӗр хӑварассӑм килмест: ытти халӑхсем патӗнче тунӑ пек, сирӗн патӑрта та мӗнле те пулин усӑ тӑвасчӗ тесе эпӗ темиҫе хут та сирӗн пата пыма шухӑшласаттӑм, анчах мӗн халичченех чӑрмавсем тытса тӑчӗҫ.
14
Эпӗ эллинсене те, ытти ют халӑхсене те, ӑслисене те, пӗлменнисене те вӗрентме тивӗҫ;
15
ҫавӑнпа эпӗ хам кӑмӑлӑмпа сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтерме хатӗр.
16
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.
17
Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тенӗ.
18
Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет:
19
Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ.
20
Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук.
21
Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ;
22
хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ,
23
вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ;
24
ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ;
25
вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
26
Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене намӑссӑрланса асма ирӗк пачӗ: вӗсенӗн хӗрарӑмӗсем йӗркеллӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ;
27
ҫавӑн пекех арҫыннисем те хӗрарӑмпа пурӑнас йӗркене пӑрахса пӗр-пӗринпе асасшӑн ҫунаҫҫӗ, арҫынпа арҫын йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ; ҫапла аташнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тавӑру хатӗрлеҫҫӗ.
28
Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ,
29
ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ,
30
усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ,
31
вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.
32
Ҫав ӗҫсене тӑвакансем Туррӑн тӗрӗс сучӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ; ҫапах ҫав ӗҫсене хӑйсем тунипе кӑна мар, ҫапла тӑвакансене те мухтаҫҫӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16