bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 5
Romans 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 6 →
1
Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ;
2
ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр.
3
Уншӑн анчах савӑнмастпӑр, хӗн-хур курнишӗн те савӑнатпӑр, пӗлетпӗр эпир: хӗн-хур курни тӳсӗмлӗ тӑвать,
4
тӳсӗмлӗхрен ҫирӗплӗх ҫуралать, ҫирӗплӗх шанӑҫ кӳрет,
5
шанӑҫ намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ.
6
Эпир халсӑр чухне, вӑхӑт ҫитсессӗн, Христос пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, вилнӗ.
7
Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те.
8
Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ.
9
Халӗ вара, хамӑр Христос Юнӗпе тӳрре тухнӑ хыҫҫӑн, Ун урлӑ Турӑ ҫиллинчен тата ҫӑмӑлтарах хӑтӑлӑпӑр.
10
Эпир тӑшман пулнӑ чухнех Турӑпа ӗнтӗ Унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ килӗшнӗ пулсан, халӗ, килӗшнӗ хыҫҫӑн, Унӑн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе тата ҫӑмӑлтарах ҫӑлӑнӑпӑр.
11
Ҫитменнине тата эпир, халӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшсе, Унпа мухтанатпӑр та.
12
Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ.
13
Ҫылӑх тӗнчере саккунччен маларах та пулнӑ, анчах саккун ҫук чухне ҫылӑх шута кӗмест.
14
Ҫавах та ҫынсем, Адам тунӑ ҫылӑха туман пулсан та, Адамран пуҫласа Моисее ҫитичченех вилӗм аллинче тӑнӑ; Адам вӑл Килессийӗн сӑнарӗ пулнӑ.
15
Анчах тивлет ҫылӑх пек мар. Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ пулсассӑн, Турӑ тивлечӗ — пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, нумайӑшне панӑ ырӑлӑх — калама ҫук пысӑк.
16
Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать.
17
Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ.
18
Ӗнтӗ ҫапла пулса тухать: пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ, Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать.
19
Пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать.
20
Саккун кайран килнӗ, вара йӗркесӗр ӗҫ йышлӑланнӑ. Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ:
21
ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16