bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 8
Romans 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
1
Ҫапла ӗнтӗ, халӗ ӳтшӗн пурӑнассине пӑрахса Иисус Христоспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнакансенӗн нимӗн айӑпӗ те ҫук.
2
Христос Иисуспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнмалли саккун ҫылӑхпа вилӗм саккунӗнчен хӑтарчӗ мана.
3
Ӳте пула вӑйсӑрланнӑ саккун тума пултарайманнине Турӑ тунӑ: ҫылӑха ҫӗнтермешкӗн Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ӳт евӗрлӗ ӳт парса пирӗн пата янӑ, ҫапла ҫылӑх вӑйне пӗтерсе пире — ӳтшӗн мар, Сывлӑшпа пурӑнакансене — саккун тӗрӗс хушнине пурӑнӑҫламашкӑн май туса панӑ.
5
Ӳтпе пурӑнакансем — ӳтӗнни ҫинчен, Сывлӑшпа пурӑнакансем Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.
6
Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать,
7
мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ: вӑл Турӑ саккунне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть.
8
Ҫавӑнпа ӳтшӗн пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ.
9
Сирӗн ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ тӑрать пулсассӑн, эсир ӳтшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, вӑл Унӑн мар.
10
Христос сирӗн ӑшӑрта пулсассӑн, ӳтӗр ҫылӑха пула вилӗмлӗ пулин те, Турӑ сире тӳрре кӑларнипе сирӗн сывлӑшӑр чӗрӗ.
11
Иисуса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӑн Сывлӑшӗ сирӗн ӑшӑрта пурӑнать пулсассӑн, Христоса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӗ хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Сывлӑшӗпе сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре те чӗртӗ.
12
Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар:
13
эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр:
14
Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем,
15
мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.
16
Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать.
17
Ачисем пулсассӑн, пая кӗрессисем, Турӑран пай илессисем пулатпӑр, Христоспа пӗрле мухтава тухас тесе Унпа пӗрле асапланатпӑр пулсассӑн, Унпа пӗрле пая кӗрессисем те пулатпӑр.
18
Ман шухӑшӑмпа, халӗ пӗр вӑхӑт асапланни хамӑра пулас мухтавпа танлаштарсассӑн нимӗн те мар.
19
Турӑ мӗн пултарнийӗ пурте Турӑ ывӑлӗсем мухтава тухасса шанса тӑрать.
20
Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ:
21
мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ.
22
Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр;
23
эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.
24
Эпир ӗмӗтленнипе ҫӑлӑннӑ. Хамӑр ӗмӗтленни пурӑнӑҫланнӑ пулсассӑн, хӑй ӗмӗтленнине курса тӑраканӑн мӗн ӗмӗтленмелли пур?
25
Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр.
26
Таса Сывлӑш та пире хал ҫитмен чухне тӗрек парса тӑрать; эпир мӗн ыйтса епле кӗлтумаллине те пӗлместпӗр. Таса Сывлӑш Хӑй пирӗншӗн калама ҫук тӑрӑшса хута кӗрсе тӑрать.
27
Чӗрерине пӗлекенӗ Сывлӑш шухӑшне пӗлет, мӗншӗн тесессӗн Сывлӑш сӑваплӑ ҫынсене Турӑ ирӗкӗпе хунтӑлать.
28
Тата эпир Турра юратакансемшӗн, Турӑ ирӗкӗпе суйласа илнисемшӗн пурте ырра ҫаврӑнса тухнине пӗлетпӗр;
29
Турӑ, Хӑйӗн Ывӑлӗ йышлӑ тӑван хушшинче аслийӗ пултӑр тесе, кама малтанах пӗлнӗ, ҫавсене Ывӑлӗ евӗрлӗ пулма малтанах суйласа хунӑ.
30
Хӑй малтанах суйласа хунисене чӗнсе илнӗ; чӗнсе илнисене тӳрре кӑларнӑ; тӳрре кӑларнисене мухтавлӑ тунӑ.
31
Ҫакна хирӗҫ мӗн каламалла ӗнтӗ? Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ?
32
Хӑй Ывӑлне те хӗрхенмесӗр Ӑна пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та панӑ Турӑ епле-ха Ун урлӑ пурне те памӗ пире?
33
Турӑ суйласа илнисене кам айӑплӗ? вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать.
34
Айӑплаканни кам? Иисус Христос вилнӗ те, чӗрӗлсе те тӑнӑ: Вӑл — Туррӑн сылтӑм енче, Вӑл пирӗншӗн хута кӗрсе тӑрать.
35
Пире кам Турра юратма пӑрахтарайӗ? хуйхӑ-и е йывӑрлӑх-и, хӗсӗрлени-и, выҫлӑх-и е ҫуклӑх-и, хӑрушлӑх-и е хӗҫ-и? Ҫырура ҫапла каланӑ:
36
«пире кунсерен Саншӑн вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑх вырӑнне хураҫҫӗ» тенӗ.
37
Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр.
38
Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те,
39
ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16