bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 13
Romans 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
1
Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр: Турӑ лартман пуҫлӑх ҫук; пуҫлӑх пулса тӑракансене Турӑ лартнӑ.
2
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫлӑха хирӗҫ пыраканӗ Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать. Хирӗҫ пыракансем хӑйсене хӑйсем айӑпа кӗртӗҫ.
3
Пуҫлӑхсем ырӑ ӗҫсемшӗн хӑрушӑ мар, усал ӗҫсемшӗн хӑрушӑ. Пуҫлӑхран хӑрас мар тесен ырӑ ӗҫ ту, вара вӑл мухтӗ сана:
4
пуҫлӑх вӑл — Турӑ тарҫи, ӑна сана ырӑ пултӑр тесе лартнӑ. Усал тӑватӑн пулсассӑн, хӑра: вӑл хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремест; вӑл — Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрса хаса параканӗ.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене хаса парасран хӑранипе анчах пӑхӑнмалла мар, чунтан-вартан пӑхӑнмалла.
6
Ҫавӑнпа эсир куланай тӳлесе тӑратӑр та: вӗсем — Турӑ тарҫисем, ялан хӑй ӗҫне тӑваҫҫӗ.
7
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурне те тивӗҫлине парса тӑрӑр: куланай памаллине — куланай парӑр; хырҫӑ тӳлемеллине — хырҫӑ тӳлӗр; хӑрамаллинчен — хӑрӑр; хисеплемеллине — хисеплӗр.
8
Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ,
9
мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.
10
Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать.
11
Ҫапла пурӑнӑр. Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ. || Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать.
12
Каҫ иртрӗ ӗнтӗ, кун ҫывӑхарчӗ: эппин, сӗмлӗх ӗҫӗсене пӑрахар та ҫутӑ кӑралне алла тытар.
13
Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр;
14
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16