bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 12
Romans 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
1
Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр,
2
ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
3
Хама панӑ тивлетпе эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр.
4
Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ,
5
ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр.
6
Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту;
7
ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент;
8
ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту.
9
Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр;
10
пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр;
11
тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр;
12
шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр;
13
йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр;
14
хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
15
Савӑнаканпа савӑнӑр, йӗрекенпе йӗрӗр.
16
Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр;
17
никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.
18
Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр.
19
Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: «тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп» тет, тенӗ.
20
Ҫапла ӗнтӗ, тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн.
21
Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16