bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 6
Romans 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
1
Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? нумай тивлет илес тесе ҫылӑха кӗрсех пурӑнар-и-мӗн?
2
Паллах, апла мар. Эпир ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ — епле-ха каллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?
3
Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эпир, Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗнисем, пурсӑмӑр та Унӑн вилӗмне асӑнса тӗне кӗнӗ.
4
Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать.
5
Эпир Ун евӗрлӗ вилсе Унпа пӗрлешнӗ пулсан, Ун пекех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр,
6
мӗншӗн тесессӗн пире, ҫылӑх чурисем ан пулччӑр тесе, ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӗтермешкӗн кивӗ этемлӗхӗмӗре Унпа пӗрле пӑталанӑ:
7
ӗнтӗ вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать.
8
Эпир Христоспа вилнӗ пулсассӑн, Унпа пӗрле пурӑнасса та шанса тӑратпӑр.
9
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Христос урӑх вилес ҫуккине, Ӑна вилӗм ҫӗнтерес ҫуккине эпир пӗлетпӗр.
10
Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать.
11
Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.
12
Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр;
13
хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.
14
Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче.
15
Мӗнле-ха вара? эпир саккун аллинче мар, тивлет аллинче тесе ҫылӑха кӗрсе пурӑнар-и? Паллах, апла мар.
16
Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эсир кама та пулин пӑхӑнатӑр пулсассӑн, ӑна итлеме хатӗр пулсассӑн, ҫавӑн чури пулса тӑратӑр: е вилӗм патне илсе каякан ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрӗлӗх патне тухмашкӑн итлекен чура пулатӑр.
17
Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр.
18
Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пултӑр.
19
Ӳтӗр халсӑррине кура сире этем шухӑшланӑ пек калатӑп. Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр.
20
Эсир ҫылӑх чурисем пулса пурӑннӑ чухне сирӗн тӳрӗлӗх ҫукчӗ.
21
Сире ҫавӑ мӗнле усӑ пачӗ? Ун чухне тунӑ ӗҫӗрсенчен халӗ эсир хӑвӑр та намӑсланатӑр. Ун пек ӗҫсем юлашкинчен вилӗм кӳреҫҫӗ.
22
Халӗ вара эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чури пултӑр та ырӑ ӗҫсем туса пурӑнатӑр, юлашкинчен ӗмӗр пурӑнмалла пулатӑр.
23
Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16