bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 10
Romans 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 11 →
1
Эй тӑванӑмсем! Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.
2
Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ.
3
Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнламасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ.
4
Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать.
5
Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «саккуна пурӑнӑҫланӑ ҫын ун урлӑ чӗрӗ пулӗ» тенӗ.
6
Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен ҫапла каланӑ: хӑвӑн ӑшӑнта: «тӳпене кам улӑхӗ?» тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса ҫӗр ҫине антарасчӗ тениех).
7
Е «ҫӗр тӗпне кам анӗ?» тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилнисен хушшинчен илсе хӑпарасчӗ тениех).
8
Ҫыру мӗн тет-ха? «Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах.
9
Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.
11
Ҫыру ҫапла калать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тет.
12
Иудейпе эллин хушшинче уйрӑмлӑх ҫук, пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, Вӑл Хӑйне асӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑлӑхлӑ.
13
Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ.
14
Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес?
15
Хушса ямасан епле вӗрентес? Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» тенӗ.
16
Анчах та Ырӑ Хыпар каланине пурте итлемерӗҫ. Исаия та: «эй Ҫӳлхуҫа! пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ?» тенӗ.
17
Ҫапла ӗнтӗ, ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет.
18
Ыйтам-ха: вӗсем илтмен-и-мӗн? Илтмен мар! «Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».
19
Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн? Пуринчен малтан Моисей каланӑ: «Эпӗ сире халӑх вырӑнне хуман ҫынсем урлӑ ӑмсанакан тӑвӑп, сире ӑссӑр халӑх урлӑ вӗчӗрхентерӗп» тенӗ.
20
Исаия тата хӑюллӑрах калать: «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ, Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ» тет.
21
Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16