bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 9
Romans 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
1
Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать;
2
манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм;
4
вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн;
5
тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
6
Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар;
7
Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем мар; Ҫырура ҫапла каланӑ: «санӑн йӑху Исаакран пуҫланса кайӗ» тенӗ.
8
Урӑхла каласассӑн, ӳт ачисем пуртех Турӑ ачи мар, пама пулнине илес ачасем ҫеҫ йӑх йышне кӗреҫҫӗ.
9
Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «ҫак вӑхӑтра килӗп те, Саррӑн ывӑл пулӗ» тенӗ.
10
Ку ҫеҫ мар-ха, Ревеккӑпа та Исаак аттемӗртен пӗр вӑхӑтрах икӗ ывӑлпа ҫие юлсассӑн та ҫапла пулнӑ;
11
суйласа илнӗ чухне Турӑ никама та ӗҫӗсемшӗн кӑмӑл курса суйласа илменни, Хӑйӗн ирӗкӗпе анчах суйласа илни паллӑ пултӑр тесе Ревеккӑна ывӑлӗсем ҫураличченех — вӗсем ырӑ та, усал та, нимӗн те тӑвичченех — каланӑ: «асли кӗҫӗннийӗн чури пулӗ» тенӗ.
13
Ҫырура та ҫаплах каланӑ: «Эпӗ Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм» тенӗ.
14
Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Турӑ тӳрӗ мар-им? Пачах та апла мар.
15
Вӑл Моисее каланӑ: «каҫармаллине каҫарӑп, хӗрхенмеллине хӗрхенӗп» тенӗ.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ каҫарасси ӗмӗтленекенрен е тӑрӑшаканран килмест, хӗрхенекен Турӑран килет.
17
Ҫырура фараона каланӑ: «сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм» тенӗ.
18
Ҫапла ӗнтӗ, Турӑ хӗрхенес тенине хӗрхенет, хаярлатас тенине хаярлатать.
19
Эсӗ мана калӑн: «мӗншӗн айӑплать тата? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫ тӑрайӗ?» тейӗн.
20
Эй этем, Турӑпа тавлашма кам вара эсӗ? Тунӑ япала хӑйне тӑваканнине: «эсӗ мана мӗншӗн ҫапла турӑн?» тейӗ-и?
21
Чӳлмекҫӗ пӗр ҫӑрнӑ тӑмранах хӑш савӑтне чаплӑ ҫӗрте тыткалама, хӑшне ӑҫта килнӗ унта тыткалама тумашкӑн тӑм тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ мар-и?
22
Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ,
23
вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ;
24
ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ.
25
Вӑл Осия урлӑ та ҫапла калать: «Хамӑн мар халӑха: эсӗ — Манӑн халӑх, тейӗп; юратманнине юратнӑскерӗм, тейӗп;
26
«эсир — Манӑн халӑх мар» тесе каланӑ ҫӗртех вӗсене: Чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем, тейӗҫ» тет.
27
Исаия тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, вӗсенӗн йӑлкӑмӗ ҫеҫ ҫӑлӑнӗ:
28
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне вӗҫлет, кӗҫех тӳррипе вӗҫлӗ, Хӑйӗн ӗҫне ҫӗр ҫинче татӑклӑ тӑвӗ» тет.
29
Исаия малтанах каласа хунӑ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр» тенӗ.
30
Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тӳрӗлӗхе шыраман суя тӗнлӗ ҫынсем тӳрре тухрӗҫ, тӳрре тухасси ӗненӳрен килет.
31
Тӳрре кӑларакан саккуна шыранӑ Израиль вара ҫав саккуна тупаймарӗ.
32
Мӗншӗн? мӗншӗн тесессӗн ӑна ӗненӳре шыраман, саккун хушнине пурӑнӑҫласа тӑнинче шыранӑ, вара такӑнтаракан чула такӑннӑ,
33
ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне такӑнтаракан чул, сӑнакан чул хуратӑп; Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16