bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 14
Romans 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
1
Тӗрексӗр ӗненекен ҫынна вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен пӗр тавлашмасӑр хапӑл тӑвӑр.
2
Калӑпӑр, хӑшӗ пурне те ҫиме юрать тесе шутлать, хавшак ҫын пахчаҫимӗҫ ҫеҫ ҫиет.
3
Ҫиекенни ҫименнине ан хурлатӑр; ҫименни те ҫиекеннине ан айӑплатӑр — Турӑ ӑна та хапӑл тунӑ.
4
Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, кам вара? Вӑл хӑй хуҫи умӗнче тӑрать те, ӳкет те. Ӳксен те тӑрӗ: ӑна тӑратмалӑх Турӑ хӑватлӑ.
5
Хӑшӗ пӗр куна тепӗр кунран маларах хурать, хӑшӗшӗн — пур кун та пӗр. Ӗнтӗ кирек кам та хӑй шутланӑ пек тутӑр.
6
Уйрӑм куна хисеплекен ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплет; уйрӑм куна хисеплеменни ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплемест. Ҫиекенӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫиет, мӗншӗн тесессӗн Турра тав тӑвать; ҫименни те Ҫӳлхуҫа ҫинчен шухӑшласа ҫимест — вӑл та Турра тав тӑвать.
7
Эпир никам та хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те никам та хӑйӗншӗн вилмест;
8
пурӑнсан та Ҫӳлхуҫашӑн пурӑнатпӑр, вилсен те Ҫӳлхуҫашӑн вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир ялан — Ҫӳлхуҫанӑн.
9
Христос вилнисене те, чӗррисене те Хӑй аллинче тытса тӑмашкӑн вилнӗ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн чӗрӗ тӑрать.
10
Эсӗ хӑвӑн тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Е эсӗ тата хӑвӑн тӑванна мӗншӗн хурлатӑн? Пурсӑмӑр та Христос умне сута тӑрӑпӑр.
11
Ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Турӑ калать: Эпӗ чӗрӗ, Ман умӑмра пур йӑх та чӗркуҫленӗ, пур халӑх та Турра мухтавлӗ, тет» тенӗ.
12
Ҫапла ӗнтӗ эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр.
13
Малашне ӗнтӗ пӗрне-пӗри айӑплар мар; апла тӑвиччен тӑвана епле те пулин такӑнма е улталанма май парас марччӗ тесе шухӑшлӑр.
14
Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулнӑран эпӗ пӗлетӗп, иккӗленместӗп те: хӑй тӗллӗн хӑй таса мар япала нимӗн те ҫук; мӗне те пулин таса мар тесе шутлаканшӑн ҫеҫ таса мар япала пур.
15
Эсӗ мӗн ҫини тӑванна пӑшӑрхантарать пулсассӑн, апла эсӗ ӑна юратмастӑн. Хӑвӑн апату пирки ӑна ан ҫухат: уншӑн Христос вилнӗ.
16
Хӑвӑршӑн мӗн ыррине ҫын хурламалла ан пултӑр.
17
Турӑ Патшалӑхӗ — ӗҫме-ҫиме мар; вӑл — Таса Сывлӑш парса тӑракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх, савӑнӑҫ.
18
Кам Христоса ҫапла ӗҫлесе тӑрать, вӑл Турра юрӑхлӑ, хӑйне ҫын ырӑланине те тивӗҫлӗ.
19
Ҫавӑнпа ӗнтӗ килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар.
20
Апат пирки Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пурте таса, анчах ҫын хӑйӗн апачӗпе тепӗр ҫынна ҫылӑха кӗртни начар.
21
Тӑванна такӑнтараканнине е илӗртсе ҫылӑха кӗртекеннине, е ӑна тӗрексӗрлентерекеннине нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ.
22
Ҫакӑн ҫинчен хӑв мӗн шухӑшланине хӑвӑн ӑшӑнта тыт, ун ҫинчен Турӑ ҫеҫ пӗлтӗр. Хӑй мӗн суйласа илнишӗн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ.
23
Иккӗленсе ҫиекен айӑплӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗненӳ тӑрӑх тумасть: ӗненсе туманни пурте — ҫылӑх.
24
Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.
26
Чӑн ӑслӑ пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16