bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 4
Romans 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
1
Авраам аттемӗр ҫинчен мӗн калӑпӑр — вӑл хӑй тӗллӗн мӗн тупнӑ?
2
Авраам хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, унӑн мухтанмалли пулатчӗ — анчах та Турӑ умӗнче мар.
3
Ҫырура мӗн каланӑ? «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тенӗ.
4
Ӗҫлекене тӳлени ырӑлӑх туни пулмасть, тивӗҫлипе пани пулать.
5
Эхер те ҫын хӑй ӗҫне шанмасӑр ҫылӑхлӑ ҫынна тӳрре кӑларакан Турра шанать пулсассӑн, вӑл ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хурать.
6
Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет:
7
«йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ;
8
ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.
9
Телейлӗ тесе ӳтне каснисене каланӑ-и е ӳтне касманнисене те-и? Эпир: «ӗненни Авраама тӳрре кӑларнӑ» тетпӗр.
10
Хӑҫан пулнӑ ку? ӳтне кассан-и е касиччен-и? Кассан мар, касиччен.
11
Ӳтне касни вара ӳтне касичченех ӗненнипе тӳрре тухнине кӑтартакан паллӑ пулнӑ; ҫапла Авраам ӳтне касман пур ӗненекенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ; кусен ӗнтӗ ӳтне кастармасӑрах, ӗненнипе ҫеҫ, тӳрре тухмалла пулнӑ;
12
Авраам аттемӗр — ӳтне каснисенӗн ашшӗ те, анчах пуриншӗн те мар, Авраам хӑй ӳтне кастариччен ӗненнӗ пек ӗненсе, ҫав ҫулпа пыракансемшӗн ҫеҫ.
13
Авраампа унӑн йӑхне саккуна пӑхӑнса тӑнӑшӑн мар, тӗрӗс ӗненнӗшӗн «тӗнче сирӗн пулӗ» тесе сӑмах панӑ.
14
Пама пулнине илессисем саккунпа пурӑнакансем ҫеҫ пулсассӑн, ӗненни харам пулӗччӗ, сӑмах пани те ниме тӑман пулӗччӗ;
15
саккун ҫилӗ кӳрет, саккун пулмасан саккуна хирӗҫ туни те пулмасть.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пама пулнине илесси ӗненнинчен килет, ӑна Турӑ тивлечӗ парать, апла пулсан вӑл — Авраамӑн пур тӑхӑмӗ валли те; вӑл саккуна пӑхӑнса тӑракансене ҫеҫ мар, Авраам пек ӗненекенсене те пулмалла: Авраам — пурсӑмӑрӑн та ашшӗ-ҫке.
17
Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ турӑм» тенӗ; апла Авраам хӑй ӗненнӗ Турӑ умӗнче — вилнисене чӗртекен, ҫуккине пур тӑвакан Турӑ умӗнче — пирӗн атте пулать.
18
Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ.
19
Ӗнтӗ хӑйӗн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳчӗ йӑшнине, Саррӑн та варӗ типнине пӑхмасӑр вӑл пӗрех ӗненнӗ,
20
Турӑ панӑ сӑмаха ӗненмесӗр иккӗленсе тӑман, Турра мухтаса, ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ,
21
Турӑ хӑватлӑ, пама пулнине парӗ тесе шанса тӑнӑ.
22
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн тӳрӗлӗхӗ вырӑнне хунӑ.
23
Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар,
24
пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр;
25
Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16