bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 11
Romans 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
1
Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и-мӗн? Паллах, апла мар. Эпӗ хам та — Израиль ҫынни, Авраам йӑхӗнчен, Вениамин ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ ҫын.
2
Турӑ Хӑй малтанах пӗлсе тӑнӑ халӑхне пӑрахман. || Е эсир Ҫырура Илия ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-и? Илия, Израиле ӳпкелесе, Турра ҫапла каланӑ:
3
«эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ.
4
Ӑна Турӑ мӗнле хуравласа калать-ха? «Эпӗ Хам валли ҫичӗ пин ҫын сыхӑ хӑвартӑм, вӗсем Ваал умӗнче чӗркуҫленмен» тет.
5
Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра та, Турӑ хӗрхенсе суйласа хӑварнипе, йӑлкӑм сыхӑ юлнӑ.
6
Хӗрхеннипе сыхӑ юлнӑ пулсан, ӗҫсене пула юлни пулмасть вара, унсӑрӑн хӗрхенни те хӗрхенни пулмӗччӗ. Ӗҫсене пула юлнӑ пулсан, хӗрхеннипе юлман вара, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар.
7
Мӗнле эппин? Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ,
8
Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ.
9
Давид та калать: «тавӑру ҫиттӗр вӗсене: хӑйсенӗн ӗҫми-ҫими вӗсемшӗн серепе, таната, мӑйкӑч пултӑр,
10
куҫӗ суккӑрланса курми пултӑр, пилӗкӗ ӗмӗрлӗхе хутланса лартӑр» тет.
11
Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: вӗсем ӳкмеллипех такӑннӑ-ши? Паллах, апла мар. Анчах та вӗсем ӳкни суя тӗнлисене ҫӑлӑнӑҫ кӳнӗ, иудейсем вара вӗсене ҫакӑншӑн ӑмсаннӑ.
12
Вӗсем ӳкни тӗнчешӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑран хӑпни суя тӗнлисемшӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑ патне таврӑнсассӑн ҫав ырӑлӑх епле тулли пулӗччӗ!
13
Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп,
14
тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп.
15
Вӗсене пӑрахни тӗнчене килӗшӳ кӳнӗ пулсан, вӗсене йышӑнни вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни пулмасӑр мӗн пулӗ?
16
Пуҫламӑшӗ таса пулсан, пӗтӗмӗшӗ те таса, тымарӗ таса пулсан, турачӗсем те таса.
17
Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан,
18
тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур. Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать.
19
Эсӗ: «туратсем мана сыпӑнтарасшӑн хуҫӑлса ӳкрӗҫ» тейӗн.
20
Юрӗ. Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр.
21
Турӑ тӗп туратсене те хӗрхенмен пулсан, асту, сана хӗрхенӗ-и вара?
22
Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ыррине те, хаяррине те куратӑн: хаярлӑхӗ — уйӑрӑлнисемшӗн, эсӗ Турӑ ырӑлӑхне кӑмӑлласа тӑратӑн пулсан, ырӑлӑхӗ — саншӑн; унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ.
23
Лешӗсем те, ӗненмен халлӗнех тӑмасан, сыпӑнӗҫ, Туррӑн вӗсене каялла сыпмалӑх хӑват пур.
24
Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
25
Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ,
26
ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ.
27
Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
28
Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ.
29
Турӑ пани, Вӑл суйласа илни каялла пулмасть.
30
Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ,
31
ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ:
32
пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ.
33
Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук!
34
Ҫӳлхуҫа ӑсне кам пӗлейӗ? Ӑна кам канаш панӑ?
35
Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?
36
Пурте — Унран, пурте — Ун урлӑ, пурте — Унра. Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16