bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Romans 15
Romans 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
1
Пирӗн, вӑйлисенӗн, вӑйсӑррисенӗн халсӑрлӑхне чӑтӑмлӑн тӳсмелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар:
2
пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн тӑрӑшмалла.
3
Христос та Хӑйне юраса пурӑнман, Ҫырура каланӑ пек пурӑннӑ, унта: «Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ Мана тиврӗ» тенӗ.
4
Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ.
5
Тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ сире Христос Иисус вӗрентнӗ пек пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулма патӑр,
6
вара эсир Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтакан пулӑр.
7
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.
8
Эпӗ ҫакна калатӑп: Турӑ чӑнлӑхӗшӗн, Унӑн аттемӗрсене панӑ сӑмахӗ пурӑнӑҫлантӑр тесе, Иисус Христос ӳт каснисемшӗн тарҫӑ пулнӑ;
9
тата Вӑл суя тӗнлисем хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тенӗ. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн Сана суя тӗнлисем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп» тенӗ.
10
Тата каланӑ: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр» тенӗ.
11
Тата: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; эй халӑхсем, пурсӑр та Ӑна аслӑласа мухтӑр» тенӗ.
12
Исаия та каланӑ: «Иессей тымарӗнчен Хунав тухӗ, Вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ; суя тӗнлисем Ӑна шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
13
Шанӑҫ паракан Турӑ Таса Сывлӑш хӑвачӗпе сире хӑвӑр ӗненни урлӑ савӑнӑҫпа канӑҫлӑх патӑр, шанӑҫӑр тулли пултӑр.
14
Эй тӑванӑмсем, эсир питех те ырӑ кӑмӑллине, кирек мӗне те пӗлсе ҫитнине, пӗрне-пӗри вӗрентме пултарнине эпӗ хам та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп;
15
тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата ҫырса ятӑм пулсассӑн, — ӗнтӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑюллӑнах ҫыртӑм, — ҫакна эпӗ сире, хама Турӑ панӑ тивлетпе, хӑш-пӗр япаласене аса илтересшӗн турӑм:
16
мана суя тӗнлисем хушшинче Иисус Христосӑн ӗҫлекенӗ пулма, вӗсем Таса Сывлӑш тасатнипе Турра кӑмӑллӑ парне пулччӑр тесе, Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма хушнӑ.
17
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп;
18
суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе,
19
паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ. Ҫапла эпӗ Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирика ҫитичченех Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сартӑм.
20
Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм.
21
Ҫырура: «Ӑна Ун ҫинчен хӑйсене хыпар ҫитменнисем курӗҫ, Ӑна Ун ҫинчен илтменнисем пӗлӗҫ» тенӗ пек турӑм.
22
Мана сирӗн пата пыма ҫавӑ нумай чарса тӑчӗ те.
23
Халӗ ӗнтӗ мана ку таврара нимӗн те тытса тӑмасть, тата хам та темиҫе ҫултанпа сирӗн пата ҫитесшӗн ӗмӗтленсе тӑратӑп,
24
ҫавӑнпа Испание кайма тухсассӑнах сирӗн пата ҫитӗп. Ҫула май сирӗнпе курӑнӑҫӑп та, сирӗнпе кӑшт та пулин пӗрле пурӑнса савӑнсан, эсир вара мана Испание ӑсатса ярӑр тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп.
25
Халӗ эпӗ сӑваплӑ ҫынсене пулӑшма Иерусалима каятӑп:
26
Македонире тата Ахаире пурӑнакансем Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем хушшинчи чухӑнсене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
27
Вӗсем тӑрӑшма та тӑрӑшаҫҫӗ те, тата вӗсенӗн лешӗсем умӗнче парӑм та пур: суя тӗнлисем иудейсенӗн чуна кирлӗ ырӑлӑхне пая кӗнӗ пулсан, хӑйсем те вӗсене ӳте кирлипе пулӑшма тивӗҫлӗ.
28
Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем валли пуҫтарнине ҫитерсе парсассӑн эпӗ вара сирӗн ҫӗрӗр урлӑ Испание кайма тухӑп.
29
Пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗн пата Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар паракан тулли пиллӗхпе пырӑп.
30
Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп:
31
манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ,
32
Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
33
Канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пуринпе те пултӑр. Аминь.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16